Хусан аэрпорчӗн çӗнӗ перрон пулать
2024 çулхи октябрьти БРИКС саммит валли инфраструктурăна Хусан хатӗрленме тытăннă ӗнтӗ, унта хутшăнмашкăн халех 33 çӗршыв кăмăл туни паллă.
2024 çулта Хусан аэропортӗнче 300 пин тăваткал метр пысăкăш перрон тума хатӗрленеççӗ. ТР Транспортпа çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарит Ханифов пӗлтернӗ тăрăх, вăл БРИКС саммита вӗçсе килекен самолетсем валли кирлӗ.
– Килес çул октябрь уйăхӗнче саммита вӗçсе килнӗ самолетсене Самарăна, Екатеринбурга е Ӗпхӗве ăсатмасăр Хусантах, хăйсен хуçисене, патшалăх ертӳçисене кӗтсе ларӗç. Хальхи вăхăтра çӗр хучӗсемпе ӗçлетпӗр. Перронăн калăпăшӗ хальхисенчен пысăкрах пулӗ, тӗнчери мӗпур класлă самолетсене йышăнăпăр унта», — тенӗ министр.
Хальлӗхе саммита сарлака фюзеляжлă 33 самолет килмелле. Хусан аэропорчӗ вара паян пурӗ те çакăн пек 12 самолета кăна йышăнаять, тесе пӗлтерет tatarstan.top сайт. Çӗнӗ перрон виççӗмӗш терминал çумӗнче вырнаçӗ, унăн строительствине 2024 – 2026 çулсене палăртнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев