Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «День первокурсника» фестиваль иртет

Паянхи кун тӗлне фестивале 3000 ытла заявка килнĕ.

Республикăн тĕп хулинче студентсен пултарулӑхӗн XXX юбилейлӑ фестивалӗ пулать. Ноябрӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен Хусанта «День первокурсника» фестивалӗн хула тапхӑрӗ иртӗ. Студентсен 30 пултарулӑх коллективӗ пӗр сцена çинче тӗл пулӗç. Фестиваль 2500 студента пӗрлештерӗ. Кун пирки Хусан муниципаллă йӗркеленӳ Ӗçтăвкомӗн Ача-пăча тата çамрăксен ӗçӗсен комитечӗн председателӗ Алия Загидуллина пӗлтернӗ.

«Хӑйӗн 30 çулхи юбилейне паллӑ тӑвакан фестиваль студентсене пултарулӑхне кӑтартма, ытти хутшӑнаканпа паллашма май парать. Çавӑн пекех вӑл студента адаптаци иртме, хӑйне тӗрлӗ енчен кăтартма пулăшать», – тенӗ спикер.

Паянхи кун тӗлне фестивале 3000 ытла заявка килнĕ. Вăл ноябрӗн 25-мӗшӗнче студентсен тӗп сцени çинче, «УНИКС» концерт залӗнче пысăк гала-концертпа вĕçленет.

Сăнӳкерчӗк kzn.ru сайтран.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь