Хусанта Фиджитал-центр уçăлчӗ
Паян, февралӗн 20-мӗшӗнче, Хусанти патшалăх физкультура, спорт тата туризм университетӗнче Фиджитал-центр ӗçлеме пуçларӗ. Ăна республика ертӳçисемпе пӗрле хаклă хăнасем Раççей вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко, РФ спорт министрӗ Олег Матицын уçрӗç.
Дмитрий Чернышенко сăмахӗсемпе, кун пек Фиджитал-центрсем киберспортпа чăн спорта килӗшӳллӗн аталантарма май параççӗ. Çавăнпа РФ спорт министрӗ Олег Матицын çӗршывăн ытти аслă шкулсене те Хусан опытне сӗнес шутлине каланă, кун йышши площадкăсем çамрăксене хăйсене аталанма, фиджитал-спорт направленийӗсене тӗпчеме май параççӗ. Мӗншӗн тесен спортсменăн ăс-хакăл енчен те, ӳт-пӳ пиçӗхӗвӗпе те вăйлă пулмалла.
Аса илтеретпӗр, «Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнчери мультиспорт турнирӗ февралӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 3-мӗшӗсенче Хусанта иртет. 100 ытла çӗршывран 277 команда 21 дисциплинăра тупăшаççӗ.
РФ Президенчӗ В.Путин киберспортпа чăн спорта пӗрлештерекен ăмăрту тӗнчери чи масштаблă мероприяти пулнине палăртнă. «Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнчери мультиспорт турнирӗ те, БРИКС çӗршывӗсен Вăййисем те Хусан историйӗнче паллă йӗр хăварӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев