Хусанта «Раççей Банкӗсем – XXI ӗмӗр» халăхсем хушшинчи банк форумӗ иртет
Ăна Тутарстанра Анатолий Аксаков ертсе пыракан Раççей Банкӗсен Ассоциацийӗ пуçарнипе йӗркеленӗ
Форум ӗçне Раççей Банкӗн ертӳçисем, федераллă министерствăсемпе ведомствăсен пуçлăхӗсем, Федераци Канашӗн пайташӗсемпе РФ Патшалăх Думин депутачӗсем, банксен топ-менеджерӗсем, халăхсем хушшинчи финанс организацийӗсен представителӗсем хутшăнаççӗ.
Çак пӗлтерӗшлӗ мероприятие хутшăнакансене ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та саламланă. Ун сăмахӗсемпе, республикăри банксенче халăхăн вклачӗсем 6 процента ӳссе 800 млрд тенке çитнӗ. Тутарстанăн банк системи пысăк çирӗплӗхпе уйрăлса тăрать, ăна бизнесменсем те, уйрăм çынсем те шанаççӗ.
«Республикăна инвестициленӗ укçасен калăпăшӗ 1,8 триллион тенке çитнӗ. Вӗсенчен 800 миллиард тенки – халăх вклачӗсем. Палăртас килет, хальхи лару-тăрăва пăхмасăрах, вӗсем ку çулталăк пуçланнăранпа 6% ӳснӗ. Çакă граждансем банк системине ӗненнине пӗлтерет», – тесе палăртнă ТР Президенчӗ.
Рустам Минниханов шучӗпе хальхи вăхăтра форума ирттерни питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вăл тулашри санкцисемпе чи малтан тӗл пулнă банксемпе финанс рынокӗн ӗçне халалланă. Йывăрлăхсене çӗнтерме çирӗплӗх запасӗ пулăшнă тата кризиса хирӗç кӗрешнӗ ӗçре пухăннă пӗрлехи опыт. Раççей Федерацийӗн Президенчӗпе РФ Правительстви Тӗп банкпа пӗрле тунă кирлӗ йышăнусем финанс рынокне стабилизацилеме май панă тата предприятисемпе граждансене кредитлассине йӗркене кӗртме.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев