Хусанта Раççейӗн гимнастика спорчӗн çăлтăрӗсем пухăнӗç
Октябрӗн 25-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри гимнастика кунне уявлӗç. Раççей гимнастики йӗркеленнӗренпе 140 çул çитнине халалланă гала-шоу ун кульминацийӗ пулӗ.
Октябрӗн 25-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри гимнастика кунне уявлӗç. Уява халалласа гимнастика спорчӗн тӗрлӗ енӗпе анлӑ фестиваль пулӗ. Программăн тӗп пулăмӗсен шутӗнче – чемпионсен мастер-класӗсем тата Раççей гимнастики йӗркеленнӗренпе 140 çул çитнине халалланă гала-шоу. Мероприятие Тутарстан Республикипе Раççейӗн гимнастика федерацийӗ (ФГР) йӗркелеççӗ.
Фестиваль Раççейӗн гимнастика центрӗнче иртӗ. Кунта иртенпех тӗрлӗ площадкăсем ӗçлеме тивӗç. Ашшӗ-амăшӗ хăйсен ачисен пултарулăхне ятарлă площадкăра тӗрӗслеме пултараççӗ. Унсăр пуçне тӗрлӗ темăпа фотозонăсем, «Гимнастика маркечӗ» курав-ярмарка ӗçлӗ. «Гимнастика тата сывлăх» популярлă наука зонинче вара кӗлеткен экспресс-диагностикине, скрининг тума май пулӗ. Çамрӑк спортсменсем валли Раççей спорчӗн çӑлтӑрӗсем мастер-классем ирттерӗç. Çавсен шутӗнче олимп чемпионки Мария Толкачева, олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗсем – Лилия Ахаимова, Дарья Нагорная, Иван Стретович, Дмитрий Ушаков, Теймураз Гургенидзе, Георгий Патарая, Джаназян Духик, Алексей Германов. Мероприяти интереслӗ иртесси куçкӗрет.
Уявӑн кульминацийӗ «140 лет – ловкости, выносливости и грации: гимнастическая сага» гала-шоу пулӗ. Куракансене Раççей гимнастикин историйӗпе 1885 çултан пуçласа паянхи кунччен паллаштарсси кӗтет. Çак пайшăн олимп чемпионӗсем яваплă. Куракансен вӗсен пултарулăхӗпе туллин паллашма май пулать. Уяв кунӗ гимнастика çӑлтӑрӗсемпе автограф-сессипе вӗçленет. Кӑмӑл тӑвакансем пурте хӑйсен кумирӗсемпе калаçма, асӑнмалӑх автограф илме пултараççӗ.
Фестиваль умӗн, октябрӗн 24-мӗшӗнче, Атӑлçири Физкультурӑпа спорт тата туризм университетӗнче «Гимнастикӑпа ташӑ спортӗнчи тата фитнесри спортпа сывлӑха çирӗплетмелли тренировкӑсен лару-тăрăвӗпе проблемисем тата аталану çулсем» ятпа халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ иртет. Пленарлӑ ларӑва Тутарстан Республикин спорт министрӗ – Владимир Леонов, Гимнастика федерацийӗн спорт тӗсӗсен вице-президенчӗсем – Никита Нагорный, Владислав Оскнер, Николай Макаров, Ирина Никитина, тата ятлӑ-сумлӑ спортсменсемпе тренерсем хутшӑнасса кӗтеççӗ. Конференци хыççӑн чемпионсем Хусанти спорт шкулӗсенче вӗренекенсемпе уçӑ тренировкӑсем ирттерӗç.
Сăнӳкерчӗкре Нурлат районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн, Нурлат хулинчи Туслăх Çурчӗн директорӗн Галина Терентьеван мăнукӗ Елизавета Баклюкова. Вăл Мускавра пурăнать, гимнастикăпа первенствăсен, ăмăртусен призерӗ, çӗнтерӳçи. Олимп резервӗн Мускаври училищин вӗренекенӗсен хушшинче çитӗнӗвӗсемпе палăрса тăрать. Ăнăçу сунатпăр Елизаветăна!
Галина Терентьеван сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев