Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта урам шăлакансем çитмеççӗ

Тутарстанăн шӗкӗр хулинче дворниксен пилӗкçӗр вакансийӗ уçă. Хӗле хирӗç ялан çапла: юр хырас текенсем сахалланаççӗ.

Кадр дефицичӗпе кӗрешсе управляющи организацисем дворниксен ӗç укçисене те ӳстернӗ. Хусан ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Искандер Гиниятуллин пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра 500 урам тасатакан çитмест.

Ун сăмахӗсемпе, çуртсен çывăхӗнчи территорие тирпейре тытасси уйрăм тимлӗхре пулмалла. Кăçалхи хӗле хула организацийӗсем 2 956 дворникпа кӗреççӗ. Вӗсене ӗç валли кирлӗ инвентарь йăлтах пур. Дворсене юртан тасатма 201 единица ятарлă техника хатӗрленӗ: тракторсем, погрузчиксем, снегоуборщиксем.

Ӗçтăвком çумӗн сăмахӗсем тăрăх, организацисем ӗç укçине хушнăран, кадр çухатăвӗсем пӗчӗкленмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев