Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти ҫамрӑксен саммитне 4 пин ытла заявка килнĕ

Августӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен иртекен Хусанти ҫамрӑксен саммитне тӗнчери 88 ҫӗршывран 4 пин ытла ҫын хутшӑнма заявкӑсем Узбекистанран, Пакистанран, Ливирен, Нигерирен, Индонезирен тата Египетран килнĕ. Кун пирки ТР Ҫамрӑксен министерстви пӗлтерет.

«Тутарстан иккӗмӗш ҫул саммит  площадки пулса тӑрать, унта влаҫ органӗсем тата ҫамрӑксен пӗрлӗхӗсем пĕр-пĕринпе çивĕч ыйтусене сӳтсе явса опытпа ылмашӑнма пултараҫҫӗ, килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелеҫҫӗ», — палӑртрӗ республика ведомствин пуҫлӑхӗ Ринат Садыков.

Саммита  хутшӑннине Ливи, Сенегал, Ливан, Иран, Камерун ҫамрӑкӗсен ӗҫӗсен ведомствисен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех ОИС Ҫамрӑксен форумӗ, Вӗрентӳ, ӑслӑлӑх тата культура ыйтӑвӗсемпе Пӗтӗм тӗнчери ислам организацийӗ ҫирӗплетнĕ ӗнтӗ.

Саммитра ҫавра сӗтелсемпе дискусси площадкисем ĕçлĕç, ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗсен канашлӑвӗ иртĕ, Раҫҫей, Тутарстан ҫамрӑксен политикин тата тӗнче шайӗнчи партнерсен ҫитӗнӗвӗсен куравӗ уçăлĕ тата ытти тĕрлĕ мероприяти пулĕ.

Аса илтеретпĕр, 2022 ҫулта Хусан Ислам енӗпе пӗрле ӗçлессипе организацин çамрăксен тӗп хули статусне тивӗҫрӗ, пĕлтĕр республикӑн тӗп хулинче 10 ытла мероприяти иртрӗ, унта  76 ҫӗршывран пин ытла делегат хутшӑннă. Ҫулталӑкӑн тӗп пулӑмӗ Хусанта ҫамрӑксен саммичӗ  иртни пулчĕ, ăна кашни çул  ирттерме йышăннă.

Сăнÿкерчĕк "Татар-информ" ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь