Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти форума чăваш хӗрӗ капăрлатнă

Нумай пулмасть Хусанта тӗнче шайӗнчи пысăк мероприяти KazanForum Халăхсен хушшинчи экономика форумӗ иртрӗ. Яланхилле питӗ çӳллӗ те чаплă шайра. «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗн павильонӗсене, бизнес-секци, концерт залӗсене, медиа-центр таранччен питӗ те капăр илемлетнӗччӗ. Уйрăмах И.Шакиров ячӗллӗ концерт залӗпе «Хӗрарăм курăмӗ» секцин ӗç площадки капăрлăхпа палăрса тăчӗç.

Хусанта пысăк мероприятисем тăтăш иртеççӗ те эпир çакна хăнăхнă ӗнтӗ, кирлӗ пек йышăнатпăр. Çак илеме кам алли туни çинчен шутламастпăр та пулӗ хăш чухне. Анчах вӗсемсӗр мероприяти чухăн пулӗччӗ. Шăпах вӗсем таврана эстетика кӗртеççӗ. Камсем-ха вӗсем куçа курăнман фейăсем, чăвашла пирӗштисем теер пуль. 

Çавсенчен пӗри чăваш хӗрӗ – Алина Дудорова. Вăл флорист. Алина Юрьевна Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче Юрийпе Елена Мутинсен çемйинче çуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен Хусанти федераллă университетра биологипе тăпра факультечӗн ботаника кафедринче (халӗ ХФУн Фундаменталлă медицинăпа биологи институчӗ) аслă пӗлӳ илнӗ. Хăй каланă тăрăх, аслă курссенче вӗреннӗ чухнех чечексемпе ӗçлес туртăм вăраннă. Вӗреннӗ хушăрах чечек лавккинче ӗçлеме тытăннă. Çакăнта Алина ку бизнесăн хăйевӗрлӗхӗпе паллашса пӗрремӗш опыт пухнă. Вӗренсе пӗтерсен харпăр бизнес йӗркелесе чечек студине уçнă. Алина туй йӗркелессипе те нумай ӗçлет. Флористикăра вăл хăйӗн почеркӗпе, стилӗпе палăрса тăрать. Пӗлекенсем унăн букечӗсене, чечек композицийӗсене тӳрех уйăрса илеççӗ. Ăна Хусанти пысăк организацисем те асăрхама ӗлкӗрнӗ. Суту-илӳпе, çынсене тӗрлӗ услугăсемпе пулăшакан организацисем Алина Дудоровапа ӗçлеме кăмăллаççӗ, сезона кура пӳлӗме, çурта кӗмелли зонăсене йӗркелеттереççӗ. 

Ыркăмăллăх ӗçӗнче те айккинче тăмасть вăл, пултарнă таран пулăшма тăрăшать. Сăмахран, пӗрре мар Хусанти Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ чиркӗве Православин пысăк праçникӗсенче чечекпе капăрлатнă. Хусан чăвашӗсемпе те тачă çыхăнура ӗçлет.  

Кăçал вара Алина Юрьевнăна KazanForum  площадкине капăрлатма чӗнсе илнӗ. Форум йӗркелӳçисем залсене илемлетессине Мускаври «Просто Вместе» туйсем тата тӗрлӗ мероприятисем йӗркелекен компание шанса панă. Асăннă организацийӗн ертӳçисем тухнă та ӗнтӗ Алина Дудорова çине. 

Мероприяти тӗнче шайӗнчине шута илсен, паллă ӗнтӗ, мӗн тери пысăк яваплăх тиеннӗ вӗсем çине. Чечек ачаш япала, вăл хăвăрт шанать, унпа ӗçлеме пӗлмелле. «Казань Экспо» пысăк площадка, залсенчи микроклимат хăйне евӗр. Мӗнпур вак-тӗвеке шута илмелле. Мускав йӗркелӳçисем Алинăна хăйсен командине илнӗ-тӗк, ку питӗ нумай япалана ăнлантарать. Флористика сферинче апла паллă вырăн йышăнать чăваш хӗрӗ. 

– Маншăн ку питӗ интереслӗ проект пулчӗ. Тата çӗнӗ опыт. «Казань Экспора» ӗçлеме меллӗ, хăйевӗрлӗхсем те пур. Чечексем шанса кайни те пулчӗ. Вӗсене çийӗнчех улăштарса тăма тиврӗ. Çак ӗçе эпир никам курман чух çӗрле тăваттăмăр. Мӗнле калас, çынсем çывăрнă, каннă вăхăтра пирӗн шăпах хӗрӳ ӗç пуçланатчӗ. Флористсене хисеплесе йышăнни кăмăллă пулчӗ, хăш-пӗр çӗрте пит уясах та тăмаççӗ. Ара, мӗнле калас, эпир рабочи класӗ, – йăл кулать Алина. Тӳрӗ çын та йăлт тӳртен калать вăл, мӗнле пур çапла. – Кунта вара организаци питӗ аван шайраччӗ. Пире пулăшакансем те пачӗç. Вӗсем кирлӗ япала йăтса тăрса парса тăчӗç, хамăр чупман. Эпир вара пуçӗпех творчествăлла ӗçе – чечек композицийӗсене пуçтарассипе ӗçлерӗмӗр. Тата çакна та каласа хăварас килет: çул тăкакӗсене те хăйсем çине илчӗç вӗсем, апат енӗпе те аван йӗркеленӗччӗ, тӳлес енӗпе те кӳрентермерӗç, – терӗ Алина Юрьевна форума хак парса. 

Пултаруллă флористсăр пуçне Алина лайăх анне те. Мăшăрӗпе иккӗшӗн ывăлпа хӗр ӳсет. Богдан брейк-данс шкулне çӳренӗ, Раççей шайӗнчи чемпионатсене темиçе те хутшăннă. Халӗ гитарăпа калама вӗренме çӳрет. Кӗркунне брейк-данса çӗнӗрен таврăнасшăн. Хӗрӗ Даяна конькипе эрешлесе ярăнассипе шкула çӳрет. Çитӗнӗвӗсем пысăк. Хӗрача республика, Раççей шайӗнчи чемпионатсенче призлă вырăнсем йышăнать. Пӗлтӗр вара Алина Загитован «Хранители времени» пăр çинчи шоуне хутшăннăччӗ. Аса илтеретпӗр, вăл 2024 çулта августăн 31-мӗшӗнче Хусанта Республика кунӗнче «Татнефть Аренăра» иртрӗ. Олимпиада чемпионкипе паллашса  пӗр командăра ӗçлени пысăк çитӗнӳ хӗрачашăн тата пурнăç  шкулӗ те. 

Вăт çавăн пек пултаруллă çынсем пурăнаççӗ пирӗн хушăра. 

 

Сăнӳкерчӗксем А.Дудорован харпăр архивӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана форум Знай наших экономический форум