Хусанти Истори паркӗнче паян Паттăрлăх урокӗ иртет
Паян, июнӗн 24-мӗшӗнче, Хусанти «Раççей – манăн истори» истори паркĕнче Асăну тата хурлану кунне халалланă Паттăрлăх урокĕ иртет. Мероприяти 10.00 сехетре пуçланать. Ăна «Без срока давности» федераллă проектăн шайĕнче йĕркеленĕ тата 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин пулăмĕсене халалланă.

Паттăрлăх урокне хутшăнакансем 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине Совет Союзне тапăнни мĕнле пуçланнине, мĕншĕн вăрçăн пĕрремĕш уйăхĕсем çĕршыв историйĕнчи чи йывăр тапхăрсенчен пĕри пулса тăнине тата вăрçă условийĕсенче миллионшар çынна мĕнле йышăну тума тивни пирки пĕлĕç. Истори докуменчĕсемпе карттăсем тăрăх вĕсем вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчи пулăмсене – анăç чиккинче çапăçусенчен пуçласа мирлĕ халăха эвакуацилесси, госпитальсен ĕçĕ тата çĕршыв пурнăçне вăрçа кура йĕркелесси таран – сӳтсе явӗҫ.
Уйрăм çынсен историйĕсене те ытларах тимлĕх уйăрӗç Паттăрлăх урокӗнче. Хутшӑнакансем чикӗ хуралçисен, медицина ӗҫченӗсен, ирӗклӗ кӗрешӳҫӗсен тата тылри халӑхӑн паттӑрлӑхӗпе паллашӗҫ, суранланнисене мӗнле пулӑшнине, эвакуациленӗ ҫемьесене йышӑннине тата вӑрҫӑ условийӗсенче еплерех пурнӑҫа сыхласа хӑварнине сӳтсе явӗҫ. Вӗсем ҫавӑн пекех историксем документсемпе мӗнле ӗҫленине, информаци ҫӑлкуҫӗсене мӗншӗн тӗрӗслеме кирлине тата Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсем ҫинчен асра тытасси паян мӗнле пурнӑҫланнине пӗлӗҫ.
Мероприятисене Хусан шкулӗсенче кӗҫӗн классенче вӗренекенсем, «Таса чунсем» Ыркӑмӑллӑх фончӗн пайташӗсем тата Пӗтреç районӗнчи «Забота» халӑха социаллӑ пулӑшупа тивӗçтерекен комплекслӑ центра çӳрекенсем хутшӑнӗҫ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев