Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ыран Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртекен Уявра хăна шучӗ рекордлă пуласса кӗтеççӗ

«Пӗлтӗр Уява курма 15 пин ытла çын килчӗ, кăçал хăна шучӗ рекордлă пуласса кӗтетпӗр», – терӗ ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире. Унсăр пуçне журналистсемпе тӗлпулăва Чăваш наципе культура автономийӗн, Уявăн йӗркелӳ комитечӗн пайташӗ, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина хутшăнчӗ.

Аса илтеретпӗр, кăçалхи Уяв та Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче иртет. Вăл Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенче пурăнакан чăвашсене, тӗрлӗ халăха, хăнасене пуçтарӗ. 

«Наци уявӗсене хаваспах малалла тăсатпăр. Кӗçех вырăссен Иван Купала праçникӗ Ешӗлварта пулӗ, унтан чăвашсен Уявӗ. Вăл Сиктӗрмере иртме пуçланăранпа çӗнӗ шая çӗкленчӗ, ку чăнах çапла. Паян кунччен ырăпа асăнаççӗ. Уяв Тутарстанăн хăйне евӗр праçникӗ. Вăл чăвашсене çеç мар, республикăра пурăнакан ытти халăхсене те пӗрлештерет. Ку вара ТР Раисӗ Рустам Минниханов Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗнче пирӗн ума лартнă тӗп задачăсенчен пӗри. 173 халăх туслă килӗшӳре пурăнать кунта. Тата çакна та каласа хăварас килет, хусансен маларах та чăвашсен çак праçникӗпе «ТАТМЕДИА» АО филиалӗ «Сувар» хаçат ирттерекен медиа-Уява килсе паллашма май пур», – терӗ Дамир Натфуллин. 

Сильвия Чаркина палăртнă тăрăх, Уяв кăçал 30 çулхи юбилейне палăртать. Пӗрремӗшӗ Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче пулнă. Кайран районсене куçса Нурлатра, Аксура темиçешер çул Раççей шайӗнче иртрӗ. 

Кăçалхи Уява Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен 80 яхăн ансамбль, йышлă делегацисем килесси паллă. Пысăк хăнасен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумне Марат Ахметова, Раççейри Чăваш федераллă наципе культура автономийӗн председательне Николай Гаврилова, регионсенчи Чăваш наципе культура автономийӗсен ертӳçисене тата ытти паллă çынсене кӗтеççӗ. Йӗркелӳçӗсем каланă тăрăх, Уява кăçал та 15 пинрен кая мар çын килмелле, çав шутра Тутарстанри районсемсӗр пуçне Чăваш Республикинчен, Пушкăртстанран, Ульяновск, Самара, Оренбург облаçӗсенчен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен, ытти кӳршӗллӗ регионсенчен. 

Сильвия Чаркина Уяв программинче тӗрлӗ конкурссемпе проектсем пулассине пӗлтерчӗ: «Кашни мероприятие ирттерсе эпир аваллăхран паянхи куна çитнӗ йăла-йӗркене малалла тăсса пыратпăр. Сăмахран, «Уяв пики» ирттерсе. Ку çамрăксене хамăрăн культурăпа интереслентерме, ăна хисеплеме вӗрентет». Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи «Уяв пикине» 12 хӗрупраç хутшăнать. Вӗсенчен 3-шӗ – Чăваш Республикинчен. 

Кăçал Уявра, паллах, тӗрлӗ çӗнӗлӗхсем те пулаççӗ. Театрализациленӗ пролог та çын кăмăлне каясса шанса тăратпăр. Ăна кăçал Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне тата И.Я.Яковлев 175 çуллăхне халалланă. Унсăр пуçне чăвашсен аслă вӗрентекенне, патриархне халалласа «Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн еткерӗ» литература фестивалӗ пулать. Паллах, тӗп Уявччен ун лапамӗнче чăваш çамрăкӗсен «Аталан» форумӗ иртнине те палăртса хăвармалла. Вăл июлӗн 6-мӗшӗнчех пуçланчӗ, 8-мӗшӗнче Уявпа пӗрле хупăнать. 

Каласа памалли нумай, пурне çырса пӗтереймӗн, пырса курăр хăвăр Уява! 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Уяв