Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Зарядкăна тухар пӗрле!»

Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Светлана Гордееван «Вместе делаем зарядку! Зарядкăна тухар пӗрле!» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Светлана Денисовнăн сăввисене вырăсларан чăвашла Николай Ишентейпе Валерий Кошкин поэтсем куçарнă. Ӳнерçи – Светлана Бритвина, редакторӗ – Ольга Иванова.

Кӗнекене кӗнӗ сăвăсем ачасене сывă пурнăç йӗркипе туслашма хистеççӗ. Ирхине çемйипех зарядкăна тăрсан, ансат та хаваслă хусканусем тусан епле аван! Паллах, ывăлӗ-хӗрне ашшӗ-амăшӗ тӗслӗх кăтартать. Аслисене кура çитӗнекен ăру та спортпа кăсăкланма пуçлать.

Ăс та кирлӗ, вăй та кирлӗ –

Çирӗплетӗр шăм-шака! –

пӗтӗмлетет лирика харкамçи.

Кăларăма туслăх, тӗрлӗ вăйăпа професси çинчен калакан хайлавсем те кӗнӗ. «Ӗç çынни – хисепре» сăвă тӗрлӗ профессипе паллаштарать. Кам кăна тӗл пулмасть кунта: строитель, врач, учитель, футболист, архитектор, прораб, инженер, каменщик, маляр, повар тата ыттисем те. Кирек кам пулсан та лайăх ӗçчен пулмалла, чуна парса вăй хумалла тесшӗн автор.

Сăвăç чӗрчунсен тӗнчине те тимлӗх уйăрнă. Хаваслă та интереслӗ сăвăсенче осьминог шахматла выляма хăтланать («Осьминог – шахмат ăсти»), дельфин тинӗсрен çӗр çине тухасшăн («Ик дельфин»), чӗрӗп кăмпа шыраса çӳрет («Чӗрӗппе кăмпа»)… Жираф мăйӗ мӗншӗн вăрăм пулнине, чарлан ăçтан тата мӗнле çыру илнине пӗлес килет-и тата? Эппин, Светлана Гордееван çӗнӗ кӗнекине тупса вулăр. Вара сăвăран компот пӗçерме пултаракан хаваслă поварпа та паллашайăр.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели чуваши России