News by date 14 September 2025
-
Exit-pool социаллӑ тӗпчев кӑтартӑвӗсемпе Рустам Минниханов чи нумай сасӑ пухнӑ
ТР Раисӗн кандидачӗсемшӗн ҫапларах сасӑланӑ: Рустам Миннихановшӑн - 89,1%; Хафиз Миргалимовшӑн - 4,5%; Виталий Смирновшӑн - 1,5%; Руслан Юсуповшӑн - 3,9%. Бюллетеньсен 1% юрӑхлӑ мар тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ.
-
18.00 сехет тӗлне суйлавçăсенчен 66,5 проценчӗ сасăланă
ТР Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, 18.00 сехет тӗлне Тутарстанра пӗтӗмӗшле суйлавçăсенчен 66,5 проценчӗ сасăланă.
-
«Мобильлӗ суйлавçăпа» усă курас текенсем йышлă
Суйлав комитечӗн хӗрӳ линийӗ кунӗпех ӗçлет, кăнтăрла иртсе вçӗ сехет тӗлне опраторсем 842 шăнкăрав йышăннă
-
Йăхташăмăрсем суйлавра сасăларӗç
Тутарстанра паян суйлав иртет. Республикăри хуласемпе ялсенче 2752 суйлав участокӗ ӗçлет. Вӗсем ирхине 7.00 сехетрех ӗçлеме пуçларӗç. Суйлав вӗçленесси те нумай юлмарӗ – кӗçех участоксем хупăнӗç те пухăннă сасăсене пӗтӗмлетме пуçлӗç.
-
Суйлавçăсен интересӗсене хӳтӗлемелле
«Волга» экспертсен клубӗн ларăвӗнче Танкист кунӗпе саламланине йышăнса РФ Геройӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Расим Баксиков çак куна паллă тăвасси çинчен Иосиф Сталин 1946 çулхи июлӗн 14-мӗшӗнче йышăннине аса илчӗ
-
Пулăшуçăсем хатӗрех, чӗн кăна, анчах саншăн сасăлакан çук
«Татмедиа» информаци агентствинче «Волга» экспертсен клубӗн ларăвӗ иртрӗ
-
Марат Ахметов: «Паян эпир пулас ӑрусене тивӗçлӗ пурнăç туса парассишӗн сасăлатпăр»
«Мансăр пуçне паян нумай ентеш суйлава хамăрăн республикӑпа, унӑн мухтавлӑ иртнӗ кун-çулӗпе тата паянхи тивӗçлӗ пурнӑçӗпе мӑнаçланса суйлава утать. Пирӗн экономика хӑватлӑ, халӑхӑмăрăн пурнӑçне лайӑхлатма тата пурнӑç шайне ӳстерме майсем пысӑк», – тет Марат Ахметов.
-
Фарид Мухаметшин: «Тутарстансемшӗн суйлав кунӗ уяв»
Суйлав участокӗнче Фарид Мухаметшин тӗрлӗ политика партийӗсенчен тӑракан суйлавçӑсемпе, сӑнавçӑсемпе калаçрӗ, вӗсене суйлавра ӗçленӗшӗн тав турӗ, ырӑ кун сунчӗ.
-
Расим БАКСИКОВ: «УЧАСТИЕ НА ВЫБОРАХ ЭТО В ПЕРВУЮ ОЧЕРЕДЬ ВНУТРЕННЯЯ ОТВЕТСТВЕННОСТЬ»
Ну а тем, кто по тем или иным причинам не дошел до избирательного участка, когда замечательная солнечная погода располагает заняться огородными делами Герой России посоветовал все-таки найти время. «Огородные дела огородными делами, но будьте так добры на себя ответственность тоже берите».
-
«Çемьепе суйлава» фестивальте Алсу, Клава Кока тата ытти çăлтăрсем юрлаççӗ
Республикăн суйлавра сасăланă хуть хăш район-хула çыннишӗн те паян обществăлла транспорт тата Хусанти «Казан» Çемье центрӗнчи «Суйлава çемьепе» фестиваль тӳлевсӗр.
-
Хăмăшлăсем суйлавра
Нурлат районӗнчи Хăмăшлă ялӗнчи «Росинка» ансамбль суйлава наци тумӗпех килнӗ.
-
Пӗрремӗш автомобиле «Татмедиа» журналисчӗ Маргарита Трегубенко çӗнсе илчӗ
Пирӗн конкурс тӗрӗс те уçă, суйлава хутшăннисенчен хуть кам та тӗп приза çӗнсе илме пултарать, терӗ #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга республика акцийӗн ертӳçи Артур Кортес.
-
Çырчалли ачисен те паян паллă кун, вӗсем хăйсен шкулӗн спикерӗсемшӗн сасăлаççӗ.
Çырчалли шкулӗсен паян хăйсен суйлавӗ. Ачасем ирхи 7 сехетрен пуçласа ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле суйлав участокӗсене утаççӗ. Вӗсен шкулсен хăйтытăмлăхне суйламалла. 1–11 классенче вӗренекенсем хăй шкулӗн спикерӗсемшӗн сасăламалла. Йӗрки аслисенни пекех, тесе пӗлтерчӗ хула мэрӗ Наиль Гамбаевич Магдеев Пӗрлехи суйлав кунӗ хулара мӗнле пынипе паллаштарнă май.
-
Тутарстана, халăха хăв мӗнле юратнине пӗлтермелли кун
Юрату тата созидани (ырă ӗçсем туни) пӗлтерӗшсене тӗпе хурса паянхи культура программине йӗркеленӗ.
-
Рустам Минниханов суйлава мăшăрӗпе пынă
Паян тутарстансем Раççейӗн ытти регионӗсенче пурăнакансем пекех хăйсен пуласлăхне суйлаççӗ. Патшалăх власть органӗсенче хăйсен шаннă çыннисене курма ӗмӗтленсе вӗсемшӗн сасăлаççӗ.