200 çул Пантелеймон патне çӳреççӗ
Республикăри чи пысăк йывăç чиркӗве тӗпрен юсаççӗ
Пăва районӗнчи Аслă Фролово ялӗнчи Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн, Николай Чудотворецăн тата Пантелеймон Çветителӗн чиркӗвӗ Тутарстанри чи пысăк йывăç чиркӳ (сахалтан та 300 çын шăнăçать) пулни çинчен каласа пачӗ ТР Культура еткерӗсене сыхлакан комитет председателӗн çумӗ Наталья Прохорова. Чиркӗве кăçал тӗпрен юсама пуçланă. Çак ӗçре ТР Раисӗ тӗрев парать. Пӗтӗмӗшле илсен, юсава «Сохраняем вместе» ыркăмăллăх проекчӗн укçи-тенкипе ирттереççӗ.
Чиркӗве 1780-мӗш çулсенче туса лартнă. Кам пуçарнипе, камăн укçи-тенкипе çӗклени çинчен çырса хăварнисем упранса юлман курăнать, çак çынсен ячӗсене тупаймарăмăр. Виçӗ престол уявӗ пулнине кура виçӗ пайран (придел) тăраççӗ кӗлӗ ирттермелли пӳлӗмсем: варринчине Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ ячӗпе çветтить тунă, сулахайрине – 1853 çулта Афонри (Греци) Пантелеймон мăнастирӗнчен турăш илсе килнӗ (паян кунччен упранать) хыççăн çак Çветтуй ячӗпе, 1861 çулта лартнă. Сылтăмрине – Николай Чудотвореца халалланă.
Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн, Николай Чудотворецăн тата Пантелеймон Светитель чиркӗвӗ Свияжскри Богородице-Успенски мăнастире пăхăнса тăрать. Настоятель, иероманах Давид тăвайккинче ларакан чиркӗве çулталăк каялла Алтай крайӗнчен куçса килнӗ. «300 çултан та иртнӗ чиркӗве тӗпрен юсасси питӗ пысăк ӗç, халь тăвакан храмсенче самай ансатрах пулӗ. Йывăрлăхсем хăратмаççӗ-и, мӗншӗн килӗшрӗм-ши кунта юлма, тесе ӳкӗнмерӗр-и?» – тесе ыйтрăмăр Давид аттерен. «Малтанах тӗлӗнмелле илемлӗ вырăн тыткăна илчӗ. Пăхăр-ха, мӗнле хитре вырăнта тăрать чиркӳ. Унта кӗрсен, турăшсене курсан савăнтăм – мӗн тери илем умра. Иккӗленӳ саманчӗсем те пулман мар, анчах вӗсем вăркăш çилпех иртсе каятчӗç!»
Хăйӗн ӗмӗрӗнче чиркӳ виçӗ хутчен çуннă, апла пулин те паян та хитре, иконостасӗ те пуян. Кунтан пит инçе мар тапса тăракан çветтуй çăлкуçа Пантелеймон ятне парса унта часовня туса лартнă. Халӗ те паломниксем йышлăн çӳреççӗ унта. Çулталăкра сахалтан та 2000 çын пулса курать Фроловăра. Пытармасăр каласан, чиркӳн бюджетне тытса тăма самай пулăшаççӗ вӗсем. Уйрăмах Çветтуй Пантелеймон кунӗнче, августăн 9-мӗшӗнче, йышлăн килеççӗ.
Совет Союзӗнче нумай чиркӗве хупнă вăхăтра та Фроловăри чиркӳ куллен служба ирттернӗ. Турра шанакансем таврари ялсенчен çеç мар, таçтан катаран та çӳренӗ кунта. Пӗр тапхăр хупса та илнӗ ăна. 1929 çулта пулнă ку. Çакăн чухне пысăк чиркӳ чанне те илсе пăрахнă теççӗ, çавăн чух вăл çурăлса кайнă пулать. Давид атте кăна шанмасть – çӳлтен (пилӗк ярус çӳллӗшӗнчен) ӳкнӗ чан темиçе пая пайланнă пулӗччӗ. Апла ăна антарма хăтланса пăхнă. Анчах пит йывăррипе пултарайман. Вырăнта ката-ката пӗтересшӗн пулнă-ши чана? Давид атте çапса катнă тесе шутлать. Çурăкӗ малалла ан кайтăр тесе кайран шăтарса, çыхăнтарса çирӗплетнӗ иккен.
Чиркӳ пит нумай вăхăт хупăнса тăман, уçăлнă. Анчах кун пирки те çырса хунисем сыхланса юлман-тăр. Пӗрисем 1935-мӗш çулсенче, теприсем – 1943 çулта, виççӗмӗшсем 1948 çулта теççӗ. Унăн настоятелӗ 1943 çулта пулӗ тесе шутлать. Мӗншӗн тесен Аслă вăрçă пынă вăхăтра Иосиф Сталин тӗне ӗненекенсене чиркӗве çӳреме ирӗк панă, хупăннисене те уçнă.
Халӗ реставраци ӗçӗсем пынă вăхăтра та чиркӳ ӗçлеме чарăнмасть. Пӗр хушма пайне аркатса юсанă вăхăтра турăшсем, чиркӳ хатӗрӗсем кӗлӗсем иртекен пайӗнче. Турăшсене куçарнă вăхăтра Турă Амăшӗн Пукрав турăшне вăрланă текен сăмах та тухнă тесе каласа пачӗ пире Давид атте, кайран тавăрнă тет. Те вăрă Турăран хăраса айăпне туйса каялла илсе килнӗ?
Кунта пире Давид атте тӗлӗнтермӗш те кăтартрӗ: нумай-нумай çул рамкăра тăнипе кӗленче çине турăшри сăн ӗмӗрлӗхех «çапăнса» юлнă. Физиксем кăна электростатикăпа, ытти пулăмсемпе ăнлантараççӗ.
Чиркӗве халиччен вутăпа хутса ăшăтаççӗ. Реставраци хыççăн та ку улшăнмӗ. Кӗлӗсем вулакан пысăк пӳлӗмре икӗ кăмака тăрать.
Реставраци ӗçӗсене пӗрре мар храмсемпе мечӗтсене юсаса çӗнетсе курнă «ОСК» (Пӗрлешӳллӗ строительство организацийӗ) тулли мар яваплăхлă общество тăвать. Унăн генеральнăй директорӗ Евгений Крючков журналистсене чиркӗвӗн хальхи лару-тăрăвӗ çинчен те, вăл е ку пайӗ ытларах çӗрӗшнин сăлтавӗсене те, мӗнле ӗçсем туса ирттерессине те каласа пачӗ.
Чиркӳ сăртра ларнипе айлăма васкакан юр, çумăр шывӗсем никӗсе ислентерсе çӗртнӗ иккен. Чан çапакан башня та, Италири Пиза хулинчи пек, тайăлнă. Реставраторсем никӗсе çирӗплетме, крыльца картлашкисене улăштарса реставраци тума, шалти, тулашри стенасен çӗр çывăхӗнчи пайӗсене протезлама йышăннă. Паллах, чиркӳ тăррине те, шыв юхма тунă валаксене те улăштараççӗ. Чиркӗвӗн эрешӗсене реставрацилесе çаплах хăвараççӗ. Коммуникаципе хурал тытăмне те улăштараççӗ.
Питӗ шалта, стена, урай айӗнче пулнипе экспертсем асăрхаса палăртман проблемăсем те сиксе тухнă иккен реставраци вăхăтӗнче.
Реставраци ӗçӗсене çулталăкран, 2027 çулта, вӗçлеме палăртнă.
Фроловăри чиркӳпе пӗр вăхăтрах Кукмор районӗнчи Асан-Елга ялӗнчи 1742 çулта туса лартнă мечӗтре те реставраци ӗçӗсем пыраççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев