Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

ЧНКА председателӗ Чăваш Ен Пуçлăхӗпе тӗл пулчӗ

Сентябрӗн 15-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗпе, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗпе Дмитрий Самаренкинпа ӗçлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Регионсем хушшинчи культура çыхăнăвӗсене сарассипе йышăннă ыйтусене пăхса тухма Чăваш наци конгресӗн президенчӗ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чăваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев...

Сентябрӗн 15-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗпе, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗпе Дмитрий Самаренкинпа ӗçлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Регионсем хушшинчи культура çыхăнăвӗсене сарассипе йышăннă ыйтусене пăхса тухма Чăваш наци конгресӗн президенчӗ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чăваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев хутшăннă, пӗлтерет ЧР власть органĕсен официаллă порталĕ.

Чи малтанах, калаçăва пуçарнă май, регион Пуçлăхӗ Дмитрий Самаренкина Чăваш наци конгресӗпе тачă çыхăнса ӗçленӗшӗн, пӗр-пӗрин паха опычӗсене тӗпе хурса пынăшăн ырласа тав сăмахӗсем каланă. «Раççей халăхӗсен культури - çӗршыв культурин нихăçан та уйрăлми тӗп пайӗ шутланать», - тенӗ вăл.Чăваш Ен Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова хăйсен регионӗнче чăваш чӗлхине аталантарассипе пысăк витӗм кӳнишӗн ырласа тав сăмахӗсем каланă, республикăра культура курăмлăн вăй илсе пынине асăннă. «Шкулсенче наци чӗлхине ăша хывса пыма вӗрентӳ пособийӗсем пулни çав тери аван. Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакансен пӗр-пӗрин наци чӗлхине упраса хăварма пулăшакан пысăк ӗç, унăн пӗлтерӗшӗ те самай», - тенӗ сăмаха тăсса.

Дмитрий Самаренкин хăйӗн сăмахӗнче кӳршӗллӗ икӗ регионăн тахçантанпах тӗвӗленнӗ ӗçлӗ çыхăнăвӗсем лайăх пулнине, пӗр-пӗринпе ӗмӗрех туслă пурăннине уйрăммăн палăртса хăварнă. Çакăн пек пурăнни пурсăмăра та малалла ăнтăлма, çитӗнӳсем тума пулăшать тенӗ вăл.

Çавăн пекех енсем Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине асăнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланă, кунсăр пуçне К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрне 100 çул çитнине паллă тăвассине сӳтсе явнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев