Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Грузирен çӗнтерӳпе таврăннă

Пирӗн пата хăнана килекенсенчен нумайăшӗнчен Тутарстан хӗрӗсем чи хитрисем тенине илтме пулать. Ку пуш сăмах мар. Акă, нумай пулмасть кăна-ха Хусан хӗрӗ Анастасия Макарова Батумире иртнӗ «Miss Planet 2017» конкурсран номинаци çӗнтерӳçи пулса таврăнчӗ. Сăмах май, Тутарстан пикисем Раççейре иртекен илем конкурсӗсенчен пӗрре мар пӗрремӗш вырăн илсе таврăннă. Хальхинче, акă,...

Пирӗн пата хăнана килекенсенчен нумайăшӗнчен Тутарстан хӗрӗсем чи хитрисем тенине илтме пулать. Ку пуш сăмах мар. Акă, нумай пулмасть кăна-ха Хусан хӗрӗ Анастасия Макарова Батумире иртнӗ «Miss Planet 2017» конкурсран номинаци çӗнтерӳçи пулса таврăнчӗ. Сăмах май, Тутарстан пикисем Раççейре иртекен илем конкурсӗсенчен пӗрре мар пӗрремӗш вырăн илсе таврăннă. Хальхинче, акă, Грузире те пирӗн хӗре пултарулăхпа çитекенни пулман.

20 çулти хӗр Хусанти патшалăх консерваторийӗнче 2-мӗш курсра вӗренет. Грузире иртнӗ конкурсра вăл республикăн культурипе йăли-йӗркисене кăтартнă. «Татар-информ» ИАна маларах панă интервьюра хăй каланă тăрăх, Анастасийăра украин, вырăс тата тутар халăхӗн юнӗ юхать. Академи вокалӗпе профессилле шайра тăватă çулта чухне хатӗрленме пуçланă, сцена çине шкул çулӗсенче тухма тытăннă.

«Miss Planet 2017» конкурса 40 çӗршыв пики хутшăннă. Анастасия Португали хӗрне хăй хыççăн хăварса ««Miss Talent Planet 2017» титула йышăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев