Халăх календарӗ – сентябрь
11-мӗшӗ - халăх календарӗпе Иван Постный (Иванпусни), тăрнасем кăнтăралла кайма тухнă пулсан - хӗл ир килет. 12-мӗшӗ - чӗрӗпсене сăнамалла: вӗсем уçланкăра йăва тунă пулсан, хӗлле ăшă пуласса, енчен те чăтлăхра-тăк, хӗлле шартлама сивӗсене кӗтмелле. 13-мӗшӗ - халăх календарӗпе Куприян. Шурлăхра тăрнасем канаша пуçтарăнса кăнтăра мӗнле çулпа каймаллине палăртаççӗ те...
11-мӗшӗ - халăх календарӗпе Иван Постный (Иванпусни), тăрнасем кăнтăралла кайма тухнă пулсан - хӗл ир килет.
12-мӗшӗ - чӗрӗпсене сăнамалла: вӗсем уçланкăра йăва тунă пулсан, хӗлле ăшă пуласса, енчен те чăтлăхра-тăк, хӗлле шартлама сивӗсене кӗтмелле.
13-мӗшӗ - халăх календарӗпе Куприян. Шурлăхра тăрнасем канаша пуçтарăнса кăнтăра мӗнле çулпа каймаллине палăртаççӗ те вăрăм çула тухаççӗ. Çак кунран шур çырлине пуçтарма тытăнмалла.
14-мӗшӗ - çак кун çанталăк ăшă-тăк, хӗлле те ăшă пулать. Эрешмен карти нумай вӗçни кӗркунне вăрăм та ăшă пулассине пӗлтерет.
15-мӗшӗ - çак кун выльăх-чӗрлӗхе картишрен кăларма хушман.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев