Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун хыççăн кун ырă пулсан

Сентябрь, 23 Хӗвел: тухать - 5.31, анать - 17.40, кун тăршшӗ - 12.09. Уйăх: тухать - 8.52, анать - 19.12. Уйăх календарӗпе - 4-мӗш кун. Ӗçсене хăвăртлатма, пыракан çултан сасартăк пăрăнма кирлӗ мар. Çак кун çуралнă: Хулио Иглесиас (1943). Сентябрь, 24 Хӗвел: тухать - 5.33, анать - 17.38, кун тăршшӗ...

Сентябрь, 23

Хӗвел: тухать - 5.31, анать - 17.40, кун тăршшӗ - 12.09. Уйăх: тухать - 8.52, анать - 19.12.

Уйăх календарӗпе - 4-мӗш кун. Ӗçсене хăвăртлатма, пыракан çултан сасартăк пăрăнма кирлӗ мар.

Çак кун çуралнă: Хулио Иглесиас (1943).

Сентябрь, 24

Хӗвел: тухать - 5.33, анать - 17.38, кун тăршшӗ - 12.05. Уйăх: тухать - 10.01, анать - 19.36.

Халăхсен хушшинчи хăлха илтменнисен кунӗ.

Машина тăвакансен кунӗ.

Крым Республикин Патшалăх гербӗпе Патшалăх ялавӗн кунӗ.

Инçет Хӗвелтухăçӗнче тигр кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 5-мӗш кун. Куна чӗре хушнă пек ирттермелле.

Çак кун çуралнă: Лариса Рубальская (1945).

Сентябрь, 25

Хӗвел: тухать - 5.35, анать - 17.35, кун тăршшӗ - 12.00. Уйăх: тухать - 11.08, анать - 20.03.

Уйăх календарӗпе - 6-мӗш кун. Маларах палăртнă ӗçсене пурнăçа кӗртме лару-тăру сире майлă улшăнни пулăшать.

Çак кун çуралнă: Лидия Федосеева-Шукшина (1938), Федор Павлов (1892).

Сентябрь, 26

Хӗвел: тухать - 5.37, анать - 17.32, кун тăршшӗ - 11.55. Уйăх: тухать - 12.11, анать - 20.36.

Чӗлхесен Европăри кунӗ.

Пӗтӗм тӗнчери контрацепци кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 7-мӗш кун. Тавракурăма ӳстерме, юридици ыйтăвӗсене мая кӗртме ăнăçлă кун.

Çак кун çуралнă: Александр Савельев-Сас (1932).

Сентябрь, 27

Хӗвел: тухать - 5.39, анать - 17.30, кун тăршшӗ - 11.51. Уйăх: тухать - 13.09, анать - 21.15.

Пӗтӗм тӗнчери туризм кунӗ.

Раççейре воспитатель тата шкулчченхи учрежденисенче ӗçлекенсен кунӗ.

Воздвижени.

Уйăх календарӗпе - 8-мӗш кун. Документсемпе çыхăннă ыйтусене контрольлесех тăмалла.

Çак кун çуралнă: Николай Симунов (1937 - 1997).

Сентябрь, 28

Хӗвел: тухать - 5.41, анать - 17.27, кун тăршшӗ - 11.46. Уйăх: тухать - 14.00, анать - 22.02.

Пӗтӗм тӗнчери тинӗс кунӗ.

Раççейре атом промышленноçӗн ӗçченӗн кунӗ.

Раççейре Ӗçлӗ кӗнеке кунӗ.

Раççейре генеральнăй директор кунӗ.

Пӗтӗм тӗнчери урнă чирпе кӗрешмелли кун.

Уйăх календарӗпе - 9-мӗш кун. Ӗçре теветкелленмелле мар. Пур информацие те лайăх тӗрӗслемелле.

Сентябрь, 29

Хӗвел: тухать - 5.43, анать - 17.24, кун тăршшӗ - 11.41. Уйăх: тухать - 14.44, анать - 22.57.

Пӗтӗм тӗнчери чӗре кунӗ.

Отоларинголог кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 10-мӗш кун. Яваплă ӗçсене урăх куна куçармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев