Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Никас Сафронов: «Эпӗ Кремль ӳнерçи мар»

(Ирина Трифонова) Паян Хусана Раççейӗн паллă художникӗ Никас Сафронов килсе çитрӗ. Пӗр килнӗ япала ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн портретне те ӳкерсе каясшăн. Темиçе çул каялла Хусана килсен вăл хула мэрӗн Ильсур Метшинăн çемье портретне ӳкернӗ иккен. Лайăх тӳленӗ пулмалла, каллех килсе çитнӗ. Кун пирки Никас Сафронов «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире...

(Ирина Трифонова) Паян Хусана Раççейӗн паллă художникӗ Никас Сафронов килсе çитрӗ. Пӗр килнӗ япала ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн портретне те ӳкерсе каясшăн. Темиçе çул каялла Хусана килсен вăл хула мэрӗн Ильсур Метшинăн çемье портретне ӳкернӗ иккен. Лайăх тӳленӗ пулмалла, каллех килсе çитнӗ. Кун пирки Никас Сафронов «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире хăй пӗлтерчӗ. «Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановăн портретне çырăпăр. Хуть хăçан та юрас текен ӳнерçӗсем пулнă, эпӗ тӗрӗссине кăтартма тăрăшатăп. Владимир Владимирович Путин портретне те ӳкренӗ эпӗ. Нумай пулмасть Сергей Лавров тӗнчери посольствăсем валли унăн 200 копине тума ыйтрӗ. Нумай чухне политика лидерӗсене вӗсен пуласлăхри мухтавӗпе тивӗçӗсен авансӗ пек çыратăп», - каласа парать Никас Сафронов. Çавăнтах сăмахӗсене тӳрлетсе: «Ман çинчен час-часах Кремль çумӗнчи художник теме пăхаççӗ. Анчах ку тӗрӗс мар. Мана çак ятшăн никам та тӳлемест. Никам умӗнче те йӗпӗлтетместӗп те. Çапах влаçа хирӗç çын та мар эпӗ. Ман шутпа вӗсене аванс парса тӗрев памалла. Унта вӗт çăмăл мар», - терӗ паллă ӳнерçӗ.

Никас Сафроновăн, тӗп тӗллевӗ, паллах республика ертӳçин портретне ӳкересси мар. Кунта вăл Хусан Кремлӗнчи «Хазинэ» наци галерейинче «Избранное» харпăр курава уçма килнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев