Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн тӗле те çӗнӗ шкул пулӗ

Кăçалхи вӗренӳ çулне кивелсе çитнӗ е юхăнма пуçланă ача сачӗсемпе шкулсенче пуçланисен пăшăрханма иртерех-ха. ТР Строительствăпа архитектура тата ÇКХ министерствин ÇКХ программисене йӗркелессипе эксплуатаци управленийӗн пуçлăхӗ Ильдус Насыров шантарнă тăрăх, çитес çул та вӗрентӳ учрежденийӗсене юсасси малаллах тăсăлӗ. Кун валли 2018 çулта 2,5 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă. Ăçта мӗнле строительство...

Кăçалхи вӗренӳ çулне кивелсе çитнӗ е юхăнма пуçланă ача сачӗсемпе шкулсенче пуçланисен пăшăрханма иртерех-ха. ТР Строительствăпа архитектура тата ÇКХ министерствин ÇКХ программисене йӗркелессипе эксплуатаци управленийӗн пуçлăхӗ Ильдус Насыров шантарнă тăрăх, çитес çул та вӗрентӳ учрежденийӗсене юсасси малаллах тăсăлӗ. Кун валли 2018 çулта 2,5 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă. Ăçта мӗнле строительство ӗçӗсене пуçармаллине ТР Вӗрентӳпе наука министерстви йӗркелет. Кăçалхи октябрьпе ноябрь уйăхӗсенче хăш хуласемпе районсенче, ялсенче çӗнӗ ача сачӗсемпе шкулсем уçăласси паллă пулӗ.

Аса илтеретпӗр, кăçал Тутарстанра 110 ача садне, 36 вăтам шкула тӗпрен юсанă, сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикăра 5 çӗнӗ шкул хута кайрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев