Чăваш чĕлхи кунĕ
Паян пысăк уяв – Чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна çулсерен ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, 1992-мĕш çултанпа паллă тăватпăр. Çак кун чăваш халăхне çутта кăларакан, пӗрремĕш чăваш шкулěсем уçакан, пултаруллă вӗрентекен, тăлмач, çыравçӑ, фольклорист, чăваш халăхӗн хастар ывăлӗ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă.
Çавна май республикăра тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ. Хусансем чăваш чӗлхи кунне ыран анлă мероприятисем ирттерсе анлă паллă тăвӗç. Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) чăваш хӗрарăмӗсен «Илемпи – халăх йăлисен управçи» конкурсӗн финалӗ пулать. Конкурса йӗркелесе ирттерекенӗсем – Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗ, Чăваш хӗрарăмсен союзӗ, Халăхсен ассамблейи тата Халăхсен Туслăх Çурчӗ.
Мӗнле конкурс-ха вăл «Илемпи»? Вăл пуçласа иртет. Ăна тăван халăхăн культурине упраса аталантарма пысăк тӳпе хывакан тӗрлӗ профессири, тӗрлӗ ӳсӗмри хӗрарăмсене пӗрлештерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Конкурс хӗрарăмсен пултарулăхне туллин уçма май парать.
Ăмăртăва 25 хӗрарăм хутшăнать. Вӗсен конкурса тăратнă хăйсем çинчен каласа паракан видеороликӗсене «Сувар» хаçатăн ВКри, Максри тата Телеграмри ушкăнӗсенче пăхма пулать. Конкурсанткăсене 10 номинацире палăртӗç. Çӗнтерӳçӗсене жюри вырсарникун Халăхсен Туслăх Çуртӗнче иртекен финалта палăртать.
Мероприяти 14.00 сехетре пуçланать. Курма килекенсене чаплă концерт та кӗтет. Пире чăваш халăх артистки Августа Уляндина, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Алексей Шадриков, «Ӗмӗт» этно-ушкăн, Софийăпа Стефания Чаркинасем, «Тутарстан Чăваш пики – 2025» конкурс çӗнтерӳçи Анна Иванова хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарӗç.
Каçхине 19.00 сехетре «Чулпан» культура центрӗнче Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблӗ «Чăваш тӗнчи» программăпа паллаштарӗ. Унта юрă-ташăсăр пуçне пӗр актлă «Маттур Улăп паттăр çинчен» спектакль, «Чăваш Ен – атăл чӗри» тата «Тихвин ярмарки» вокалпа хореографи сюитисем кӗнӗ. Кашни хайлав кураканшăн чăн-чăн çӗнӗлӗх пулӗ. Вӗсем аслă Атăл юханшывӗн çыранӗсенче пурăнакан чăваш халăхӗн культурин илемӗпе тарăнăшне, ăс-хакăлне уçса парӗç.
Курма килӗр, хисеплӗ вулакансем. Питӗ интереслӗ пулать.
А.Харитонова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев