Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Кӗçех «Итиль», курма кил

Августӑн 9-мӗшӗнче Хусанти Горький ячӗллӗ Культурăпа кану паркӗнче «Итиль» Атăлçи халăхӗсен çӗнӗ этника культурин фестивалӗ 5-мӗш хут иртет.

Кӳршӗ регионсенчен, инçетерехрен килнӗ юрăçсемпе музыкантсен юррисемпе киленнисӗр пуçне кăçал «Аллея хӑнисем» спектакль-променадпа асра юлӗ вăл. Ăна хатӗрлекенӗ, тӗп рольсене выляканӗ клоун тата нумай жанрпа ӗçлекен артист Руслан Риманас. 

Урамри спектакле сцена та кирлӗ мар, кашни çур сехет­ре куракансем юмах тӗнчине «чăмӗç». Артист пире пӗр юмахран тепӗр юмаха куçма чӗнӗ. Паттăрсем, Шыври, тӗлӗнтермӗш çынсем ума тухӗç, иммерсивлă спектакльти пек хамăр та юмахри сăнар пулса тăрăпăр.  

Икӗ пайран тăракан концертăн хедлайнерӗсем те ик­кӗ: халăх йăлисемпе хальхи вăхăтри сăнарсене пит ăста хутăштарма пӗлекен Settlers Санкт-Петербург музыканчӗсем тата  SAMRATTAMA. Вырăс, казах юррисенче Самрат Иржасов музыкăна, театра, хальхи вăхăтри искусствăна тӗлӗнмелле илемлӗ пӗрлештерет. 

Фестиваль программинче Пуш­кăртстанран, Пенза облаçӗнчен, паллах, Тутарстанран, Удмурт, Мордва республикисенчен артистсем пулаççӗ. Чăваш халăхӗн этномузыкине кăçалхи «Итильте» «Один в оленьем парке» (Артем Егоров) ушкăн кăтартать. 

Фестиваль 12.00 сехетрен пуçласа 22.00-ччен пырӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА

«Татар-информ» ИА сӑнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев