Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чăваш хӗрӗ 4-мӗш хут Раççей чемпионки пулчӗ!

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗн мăнукӗ, Ульяновск облаçӗн пики Инна Тражукова Раççейри кӗрешӳçӗ-хӗрсенчен чи вăйли пулнине тепӗр хут кăтартрӗ. 4-мӗш хут Раççей чемпионки пулчӗ.

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗн мăнукӗ, Ульяновск облаçӗн пики Инна Тражукова Раççейри кӗрешӳçӗ-хӗрсенчен чи вăйли пулнине çак кунсенче тепӗр хут çирӗплетрӗ. Ульяновск облаçӗнчи Олимп канашӗ пӗлтернӗ тăрăх, чăваш хӗрӗ августăн 10-мӗшӗнчен пуçласа темиçе куна тăсăлнă ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раççей чемпионатӗнче пӗрремӗш вырăн йышăннă. Çапла Инна юлашки 5 çулта пилӗк хутчен Раççей чемпионки ята çӗнсе илчӗ.

Смоленскра иртнӗ ăмăртăва çӗршыври тӗрлӗ регионтан пурӗ 130 кӗрешӳçӗ-хӗр хутшăннă. Олимп канашӗ ку чемпионат октябрь уйăхӗнче Будапештра иртекен World Cup Wrestling Championship 2018 тӗнче чемпионачӗ умӗнхи репетици пулнине аса илтерет. Çапла вара ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче чемпионатӗнче пирӗн Инна Тражукова 62 килограммчченхи виçе йывăрăшӗнче Раççей чысне  хӳтӗлӗ. Черетлӗ çӗнтерӳпе, Инна! (Сăнӳкерчӗк http://www.olimpic73.ru сайтран)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт