Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Михаил Игнатьев судра тӗрӗслӗх шырать

Нумай вӑхӑт хушши Чӑваш Республикин экс-пуҫлӑхӗ ҫинчен никам та нимӗн те илтменччӗ

Чӑваш Республикин экс-пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӑйне ҫак должноҫран тӗрӗс мар кӑларса янӑ тесе Верховнӑй суда иск панӑ.
Ҫакӑн ҫинчен РБК пӗлтерет.
Ҫак тавӑҫупа явап тытакан Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тесе ҫыраҫҫӗ.
Иск заявленине майӑн 20-мӗшӗнче регистрациленӗ, ун тӑрӑх РФ Президенчӗн 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче тухнӑ "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн полномочийӗсене вӑхӑт ҫитмесӗр чарни" ҫинчен калакан 68 номерлӗ Указ тӗрӗс мар тесе тӗрӗслӗх шырани паллӑ. Игнатьев искне Верховнӑй суд июнӗн 30-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.
Аса илтеретпӗр, Игнатьева Путинӑн шанчӑкӗнчен тухнипе ӗҫрен кӑларчӗҫ, ун вырӑнне вӑхӑтлӑха ӗҫлеме Олег Николаева лартрӗҫ.
Михаил Игнатьев мӗншӗн тавлашма шут тытни шухӑшлаттарать.
Версисем иккӗ. Е вӑл кӗркунне пулса иртекен ЧР Пуҫлӑхӗн суйлав процессне витӗм кӳресшӗн, е экс-ертӳҫӗне тивӗҫекен укҫа компенсацисене илсе тӑма палӑртать. Эпир астӑвасса, республика Пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынсене ЧР Патшалӑх Канашӗ пысӑк пенси памалла тунӑччӗ. Анчах ӗҫрен кӑларса янӑ ҫынсен ун пек привелегисем ҫук. Ҫавӑнпа та Игнатьев, "отрешени" пункчӗсенче уҫӑ ҫӗклесе шӳтлени ҫуккине кура-ши, хӑй вырӑнне суд урлӑ тавӑрса экс-глава привилегийӗсене те тавӑрасшӑн.
Михаил Игнатьев ҫӗнӗрен политикӑна таврӑнасшӑн пулсан, ку унӑн йышӑнӑвӗ кӑна мар. Апла-тӑк ӑна тӗрев паракан команда пысӑк тата хӑйӗн вӑйне шанать. Каласа хӑвармалла, хальхи вӑхӑтра ЧР Пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыракан Олег Николаев "Справедливая Россия" партирен. Чӑваш Республикинче начальниксенче ларакансем вара пурте тенӗ пекех "Единая Россияран".
Верховнӑй судран ҫӗнтерӳҫӗ пулса тухайсан Игнатьев нимӗн те тумасан та Николаева ура хума пултарать, паллах. Анчах явап тытаканӗ каялла чакма хӑнӑхман Владимир Путин пулнине те манар мар.

Сӑнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев