Паян Чăваш Ен Республика кунне паллă тăвать
Çак уява 1995 çулхи июнӗн 24-мӗшӗнче пуçласа официаллă йӗркепе палăртма пуçланă. Республикăн официаллă кунне Чăваш автономи облаçӗн 75-çуллăхне халалласа палăртнă.
Паян Чăваш Республикин кунӗ. Çак уява 1995 çулхи июнӗн 24-мӗшӗнче пуçласа официаллă йӗркепе палăртма пуçланă. Республикăн официаллă кунне Чăваш автономи облаçӗн 75-çуллăхне халалласа палăртнă. 2000 çулхи майăн 4-мӗшӗнче вара июнӗн 24-мӗшне Чăваш Республикин кунӗ тесе законпа йышăннă.
Паян, Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев республикăра пурăнакансене çак уявпа саламласа ун пысăк пӗлтерӗшне палăртнă. Республикăн çитӗнӗвӗсене асăнса тӗп пуянлăх унта пурăнакан халăхсем тесе çирӗплетнӗ. Ун саламӗпе сире те паллаштаратпăр. «Чӑваш Енӗн хаклӑ çыннисем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Чӑваш Ен пирӗнтен кашниншӗнех – эпир тӗпленсе пурӑнакан тата хамӑрӑн пуласлӑха хывакан юратнӑ вырӑн. Вӑл – чӗре йыхравӗ, тӑван кил ӑшши, пирӗн вӑй-халпа хавхаланӑвӑн иксӗлми çӑл куçӗ. Вӑл тата пирӗн кун-çулӑмӑр, мӑнаçлӑхӑмӑр тата пӗрлехи шӑпамӑр.
Республика кунне эпир икӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм – Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн çулталӑкӗ тата Раççейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ – шайӗнче паллӑ тӑватпӑр. Эпир çакна лайӑх пӗлсе тӑратпӑр: пирӗн вӑй – килӗшӳре, пӗр-пӗрне хисепленинче тата пӗр-пӗрне пулӑшса тӑнинче. Чӑваш Ен – тӗрлӗ наци çыннисемпе расна тӗне ӗненекенсен пӗрлехи килӗ, çак нумайевӗрлӗх пире вӑйлӑрах тӑвать.
Пирӗн промышленноçра та, ял хуçалӑхӗнче те, халӑх хуçалӑхӗн ытти отраслӗнче те мӑнаçланмалӑх пур. Çапах та пирӗн çитӗнӳсем мӗнле курӑмлӑ пулсан та, Чӑваш Енӗн чи пысӑк пуянлӑхӗ вӑл – унӑн халӑхӗ. Ĕç çыннисемпе çӗр ӗçченӗсем, инженерсемпе предпринимательсем, тухтӑрсемпе педагогсем, культура тата спорт ӗçченӗсем – кашниех хӑйӗн ӗç вырӑнӗнче юратнӑ республикӑмӑр аталанӑвӗпе чечекленӗвӗшӗн пысӑк тӳпе хывать. Чӑваш Ен вӑл – сирӗнпе эпир. Эпир пултаруллӑ ӗçре те, тӗрлӗ йывӑрлӑхра та пӗрле – пирӗн халӑхӑмӑрӑн пӗрлӗхӗпе вӑйӗ шӑпах çакӑнта.
Тӑван çӗре парӑннӑшӑн тата юратнӑшӑн пурсӑра та тавтапуç! Хисеплӗ ентешӗмӗрсем, сире çирӗп сывлӑх, тӑнӑçлӑх, килӗшӳлӗх тата çемьере ырлӑх сунатӑп.
Ырӑ кунсем сана, Чӑваш Ен! Уяв ячӗпе! Республика кунӗпе!», – тенӗ республика ертӳçи.
Эпир те Тутарстан чăвашӗсем Чăваш Енре пурăнакансене Республика кунӗпе саламлатпăр! Унта пирӗн ентешсем йышлăн пурăнаççӗ. Ырлăх-сывлăх, телей, çутă малашлăх сунатпăр пурне те!
Сăнӳкерчӗк https://www.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев