Паян Раççей – АСЕАН саммитăн ӗç форумӗ уçăлчӗ
Ӗçлӗ форумра суту-илӗве аталантарассипе, ИИ технологийӗсен енӗпе пӗрле ӗçлессипе, промышленноçпа апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗпе тата ытти кирлӗ енсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç.
«Раççей – АСЕАН» форума уçнă çӗре Кăнтăр Хӗвелтухăç Ази çӗршывӗсенчен хаклă хăнасем йышлăн хутшăнчӗç. Тухса калаçакансен шутӗнче Малайзи Премьер-министрӗ Анвар Бин Ибрагим, АСЕАН Генеральнăй секретарӗ Кар Ким Хорн, Таиланд Правительствин Председателӗ Анутино Чарнвиракул, Вьетнам Премьер-министрӗ Ле Минь Хынг пулчӗç.
РФ экономика аталанăвӗн министрӗ Максим Решетников Владимир Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачӗ. Çӗршыв ертӳçи Тутарстанăн тӗп хулинче иртекен форума Раççейпе АСЕАН йышне кӗрекен çӗршывсен бизнес пӗрлӗхӗсен представителӗсем пуçтарăннине, Раççейпе Ази хутшăнăвӗсем 35 çул тултарнине пысăк пӗлтерӗшлӗ тесе палăртнă: «Çак çулсенче эпир тӗрлӗ енлӗ хутшăнусенче пуян опыт пухрăмăр. Çирӗп çыхăнусем йӗркелерӗмӗр, çав шутра Ассоциацин Консультаци Ӗç канашӗпе Раççей –АСЕАН Ӗç канашӗ хушшинче те. Паян Раççейпе АСЕАН çӗршывӗсен умӗнче çӗнӗ задачăсем тăраççӗ. Вӗсен шутӗнче искусствăлла интеллектпа ӗçлекен цифра продукчӗсене пурнăçа кӗртесси, цифра платформисене йӗркелесси. Пӗрле ӗçлес енӗпе анлă перспективăсем энергетикăпа апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗн облаçӗнче, ертӳçӗ технологисемпе ылмашăнассинче, мирлӗ атом сферинче, транспортпа логистикăра палăраççӗ. Шанатăп, Раççейпе АСЕАН саммичӗ суту-илӗве, инвестици хутшăнăвӗсене, промышленность кооперацине, предпринимательсен икӗ енлӗ хутшăнăвӗсене аталантарма пулăшасса», – тенӗ Владимир Путин.
Раççейпе АСЕАН çӗршывӗсен хушшинчи тавар çаврăнăшӗ ӳснӗ

Юлашки 10 çулта ӳсӗм кăтартăвӗ 58 процентпа танлашнă. Çапах Максим Решетников шучӗпе, хăш-пӗр енӗпе вӗсене самай ӳстермелле. «Юлашки 10 çулта тавар çаврăнăшӗ 58 процента ӳссе 21 миллиард долларпа танлашрӗ. Çапах ку пур потенциала тивӗçтермест. Çав шутра Раççей экспорчӗ 3 хутчен ӳсрӗ. Пирӗн çӗршыв АСЕАНа энергоресурссемпе тивӗçтерессипе тӗп çӗршывсенчен пӗри пулса тăрать», – терӗ министр.
Тӗнчери нефть рынокӗ кризислă лару-тăрура пулнă вăхăтра Раççей нефтьпе минераллă чӗр таварсене 40 процент ытларах ăсатма пуçланă. Çитес утăмсен шутне Максим Решетников энергоносительсене ăсатассипе, пӗрлехи инфраструктурăна аталантарассипе, ăна упраса тирпейлессипе вăрăм вăхăта контрактсем çырассине кӗртрӗ. Сăмах май АСЕАНран Раççее килекен импорт 10 çулта 70 процента ӳснӗ. Çӳлерех асăннă çӗршывсенчен пирӗн пата тӗрлӗ чӗртавар, машинасем, тӗрлӗ оборудовани, транспорт хатӗрӗсем, хими промышленноçӗн продукцине, каучук, алюминий илсе килеççӗ.
Суту-илӗве аталантаратпăр, чăрмавсене сиретпӗр
Раççейпе АСЕАН суту-илӗве меллӗ условисем туса парас тӗллевпе çӗршывсен ӗçлӗ çыхăнăвӗсене аталантарсах пыраççӗ. «Эпир тарифпа çыхăннă тата тарифсăр чăрмавсене сирсе суту-илӗве анлăлатсах пыратпăр. Вунă çул ӗнтӗ Еврази экономика союзӗпе Вьетнам хушшинче ирӗклӗ суту-илӳ килӗшӗвӗ ӗçлет. Иртнӗ çулта Камбоджăпа, Лаоспа, Мьянмапа килшӳ тунă. Вăл пирӗн таварçаврăнăшӗн иккӗ виççӗмӗш пайне пырса тивет», – терӗ Максим Решетников. Ун сăмахӗпе, ку АСЕАН çӗршывӗсене Раççей рынокне тухма пулăшнисӗр пуçне ЕАЭС рынокне тухма та пулăшать. ЕАЭС рынокӗ вăл – 208 миллион çын. Тарифпа çыхăнман чăрмавсене сирессипе те ӗç пырать. Çав шутра эмелсене, лифт оборудованине, продуктсен пахалăх стандарчӗсене шайлаштарассине пырса тивекен Раççейӗн техника сертификачӗсене йышăнни. Иртнӗ çулта виççӗмӗш çӗршывсем урлă тиевсене ăсатассипе чукун çул маршручӗсене хута янă. Министр никама пăхăнман транспорт коридорӗсене хута яма хатӗррине пӗлтерчӗ, çав шутра Çурçӗр тинӗс çулне хута ярса та.
Раççейпе АСЕАН çӗршывӗсен туризм енӗпе çыхăнăвӗ тӗпре. Пӗлтӗр кăна Ази çӗршывӗсенчен Раççее 3 миллиона яхăн çын килнӗ. Ку енӗпе хутшăнусене тытса пырас тӗллевпе виза режимне çăмăллатаççӗ, авиаçыхăнăва, туризмăн çӗнӗ сервисӗсене аталантараççӗ. «Икӗ ене те вăрăм вăхăта амбицилле проектсем тума чӗнсе калатăп. Наци экономикисем аталанччăр, çынсем пирӗн çӗршывсенчи пурнăç лайăх енне улшăннине курччăр», – пӗтӗмлетрӗ Максим Решетников.
Малайзи Премьер-министрӗ Тукай сăмахӗсене асăннă

Анвар Бин Ибрагим хăй сăмахне тутар поэчӗн сăмахӗсене асăннинчен пуçларӗ. «Тукайăн «Халăхшăн ӗçлесе пурăнса кăна эп чăн телей тупатăп» тенине аса илес килчӗ. Атьăр идейăсемпе ылмашăнма пуçлар. Паян бизнес-диалог хӳттинче хамăр умра тăракан стратегилле задачăсене татса парас тӗллевпе патшалăхсем хушшинчи çыхăнусене вăйлăрах аталантарма тăрăшмалла», – терӗ хаклă хăна. Ун шучӗпе, паянхи кăткăс геополитика лару-тăрăвӗнче Раççейпе хутшăнусене тытса пыни пӗлтерӗшлӗ, вăл çӗнӗ майсем уçать.
АСЕАН Генеральнăй секретарӗн шучӗпе Раççейпе анлăрах çыхăнса ӗçлемелле
АСЕАН çӗршывӗсемшӗн халăхсен хушшинчи хутшăнусем тӗп вырăнта. Кар Ким Хорн шучӗпе, Раççее илес пулсан тăватă тӗп зонăна палăртмалла. Пӗрремӗшӗ – энергетика. Генсек палăртнă тăрăх, Ази çӗршывӗсен энергоресурссен енӗпе спорс ӳссех пырать. Раççейӗн вара электроэнерги производстви енӗпе опычӗ питӗ пысăк. «Ку АСЕАН çӗршывӗсен энергосеть аталанăвне пысăк тӳпе кӗртӗччӗ», – асăрхарӗ вăл. Иккӗмӗш ен – апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗ. «Кунта Раççейӗн позицийӗ питӗ вăйлă. Ку вăл ял хуçалăх производстви те, удобренисем те, переработка та. Çапла майпа эпир çӗнӗ коммерцилле майсем тума пултаратпăр. Эпӗ 2050 çул тӗлне 6,7 триллион доллартан иртекен рынок пирки калатăп», – тенӗ Кар Ким Хорн. Виççӗмӗшпе тăваттăмӗш енсем вӗсем – промышленноçпа транспорт инфраструктури тата çутçанталăк пуянлăхӗсемпе усă курасси. Генсек Раççейпе ИИ, тӳлев системисен аталанăвӗ енӗпе те ӗçлеме хатӗррине пӗлтерчӗ.
Алексей Песошин сăмахӗпе АСЕАН çӗршывӗсем – Тутарстаншăн пӗлтерӗшлӗ партнерсем

«АСЕАН çӗршывӗсем Тутарстаншăн пӗлтерӗшлӗ те перспективлă партнерсем. Эпир суту-илӳпе экономика çыхăнăвӗсене вăйлатсах пыратпăр, промышленность, финансем, цифра технологийӗсем, вӗрентӳпе наука, кадрсем хатӗрлессинче хутшăнусене аталантаратпăр. Пирӗн предприятисемшӗн коопераци çыхăнăвӗсене анлăлатасси, пӗрлехи проектсем пурнăçласси, çӗнӗ рынока тухасси интереслӗ», – терӗ ТР Премьер-минитсрӗ АСЕАН паян аталантса пыракн пӗлтерӗшлӗ ассоциаци пулнине палăртса.
Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗсем (Татар-информ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев