Хусанта «Пурнăç йывăççи» проект кăçал та пулать
2025 çулта фестивале Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халаллӗç. Ăна Тутарстанра пурăнакан 7 халăхӗн культурипе, йăли-йӗркисемпе паллаштарас, вӗсене упраса çамрăк ăрăва парас тӗллевпе йӗркелеççӗ.
Кăçал «Пурнăç йывăççи» проект шайӗнче Хусанти Горький ячӗллӗ Культурăпа кану паркӗнче икӗ мероприяти иртет: июлӗн 2-мӗшӗнче 18.00 сехетре – «Никрут йăли-йӗркисем», августăн 6-мӗшӗнче 18.00 сехетре – «Тăван кил йăла-йӗркесенче».
Мероприятисем хула çыннисемпе хăнасене салтак ăсатассипе çыхăннă йăла-йӗркепе паллаштарӗç. Площадкăра тимиçе зона ӗçлӗ: наци çурчӗсем, мастер-классем, куравсем, музей экспоначӗсем тата концерт площадки.
Фестивале ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхине упраса хăварас енӗпе ӗçлекен комисси тӗрев панипе Хусан мэрийӗпе ТР Халăхсен ассамблейи пурнăçа кӗртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев