Раççей Президенчӗн полномочиллӗ представителӗн çумӗ пулма пирӗн йăхташăмăра Александр Тихонова çирӗплетнӗ
Январӗн 28-мӗшӗнчен Паттăрлăх орденне виçӗ хутчен тивӗçнӗ Александр Тихонов Раççей Президенчӗн Федерацин Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн çумӗн тивӗçӗсене пурнăçлать.
2024 çулта май уйăхӗнче Раççей Президенчӗ Владимир Путин пуçарса янă «Паттăрсен вăхăчӗ» («Время героев») программăна хутшăннă 83 çынран пӗри – Александр Тихонов. Стажировка вăхăтӗнче вăл патриотизма аталантарассинче тата ятарлă çар операцине хутшӑнакансене мирлӗ пурнăçа таврăнма пулăшассинче ӗçленӗ. Малалла та СВО ветеранӗсене тата вӗсен çемйисене тимлӗхсӗр хăвармӗ. Александр Михайлович «Паттăрсен вăхăчӗ» кадрсен программи кирлине тата унăн хатӗрленӳ шайӗ пысӑк пулнине палӑртнă.
Александр Тихонов 1981 çулта Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи Тăрăм (Сабанчино) ялӗнче çуралнă. 2005 çулта Хусанти аслă артиллери команда училищинчен, 2019 çулта Михайловски çар артиллери академийӗнчен вӗренсе тухнă. Ăна виçӗ хутчен Паттăрлăх орденӗпе, Александр Невский тата «Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçсемшӗн» IV степеньлӗ орденсемпе наградăланă.
Сăнӳкерчӗк времягероев.рф сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев