Рустам Минниханов вăрçăра пуç хунă завод ӗçченӗсен палăкӗ умне чечексем хучӗ
Хусанти тар завочӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче тунă Çӗнтерӗве хăй енчен нумай тӳпе кӗртнӗ. Пӗрисем талăкӗпех заводра ӗçленӗ пулсан, теприсем – вăйпитти арçынсем – фронтра тăшмана хирӗç кӗрешнӗ.
Паян, июнӗн 24-мӗшӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов Хусанти патшалӑх тар заводне çитсе килчӗ. Сăлтавӗ предприяти йӗркеленнӗренпе 238 çул çитнипе çыхăннă.
Рустам Минниханов Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче пуç хунă завод ӗçченӗсене асӑнса лартнӑ мемориал умне чечексем хунӑ. Заводра ӗçлекенсенчен фронта 2 пин ытла çын тухса кайнӑ. Нумайӑшӗ каялла таврӑнайман. 2 пинрен саккӑрӗшӗ Совет Союзӗн Геройӗсем пулса тӑнӑ.

Вӑрçӑ пуçламӑшӗнче Хусанти тар завочӗ передовойне пӗрре чарӑнмасӑр тар кӳресе тăракан тӗп предприяти пулса тăнӑ. Завод никӗсӗнчи Уйрӑм техника бюровӗнче (ОТБ-40 НКВД) 13-мӗш номерлӗ «Катюша» вăрттăн çар машинин реактивлӑ снарячӗсем валли те тар хатӗрленӗ. Вӑрçӑ çулӗсенче завод типçӗрпе тинӗс артиллерийӗ, самолет хӗç-пӑшалӗ, винтовка патронӗсем валли 4 миллиард ытла заряд, çав шутран 1 миллиарчӗ «Катюша» валли, янӑ. 1985 çулта завода I степеньлӗ Тӑван çӗршыв вӑрçин орденӗпе наградӑланӑ.
Сăнӳкерчӗксме https://rais.tatarstan.ru сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев