«Тăхăрьял» альманахăн 20-мӗш номерӗ кун çути курчӗ
Халăхсен хушшинчи Тăван чӗлхе кунӗнче Пӳркел ял библиотекинче «Тăхăрьял» альманаха хăтларӗç. Нумай пулмасть унăн 20-мӗш номерӗ кун çути курчӗ. Библиотекăра ăна 1992 çултах кăларма тытăннă. Виçӗ чӗлхепе тухаканскере çыравçăсен юбилейӗсене, ытти паллă пулăмсене халаллаççӗ.
Альманахăн 9 пайран тăракан çӗнӗ номерӗнче паянхи кун чапа тухнă калем ăстисен сăввисемпе, кунта çуралса ӳснӗ, палăрнă тата палăрсах кайман сăвăçсен сăввисемпе паллашма пулать. «Çӗнӗ ят» рубрикăра вулакансем Элшел ял каччин Михаил Афанасьевăн сăввисене вуласа хурланӗç. Украинăри ятарлă çар операцийӗнче паттăрла пуç хунă Михаилăн икӗ сăвви кӗнӗ литература кăларăмне.
Тăхăрьялти, Ульяновск облаçӗнчи, Пăва хулинчи çыравçăсем, районти ЧНКА ертӳçи В.А.Ильин, тăван чӗлхе вӗрентекенӗсем, шкул ачисем, вулакансем хутшăннă уявра сăвă хуçаланчӗ. Настя Исаевăпа Семен Харитонов А.Малышевпа В.Урташ сăввисене питӗ илемлӗ каласа пачӗç.
Чăваш чӗлхине сыхласа хăварасси, унăн малашлăхӗ çинчен те сăмах пычӗ тӗлпулура. Сăвă туйăмӗ çынсене ахальтен парăнмасть. Унпа пӗлсе усă курмалла. Пирӗн хайлавсене вуласа çынсем пăртак лайăх енне сулăнса, тӗнче илемленсе, çынсем килӗшӳллӗ пурăнма пуçланине курасчӗ.
Елена ХЛЫНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев