Тутарстанра кăçал та СВО ветеранӗсем хушшинче Абилимпикс чемпионат иртӗ
Тутарстанра кăçал Абилимпикс 2-мӗш хутчен июнӗн 26 – июлӗн 1-мӗшӗсенче иртӗ. Ăмăртусем «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче пулаççӗ. Хусана Раççейӗн 86 субъектӗнчен 600 ытла СВО ветеранӗ килмелле.
Тутарстанра кăçал Абилимпикс 2-мӗш хутчен июнӗн 26 – июлӗн 1-мӗшӗсенче иртӗ. Ăмăртусем «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче пулаççӗ. Хусана Раççейӗн 86 субъектӗнчен 600 ытла СВО ветеранӗ килмелле. Тренерсемпе, экспертсемпе, Абилимпикса хутшăннисен çемье пайташӗсемпе шутласан 2000 ытла пуçтарăнать. Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Премьер-министр çумӗ Лейла Фазлеева пӗлтерчӗ. Спикерсен шутӗнче тата «Защитники Отечества» патшалăх фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Гузель Удачина, Професси компетенцийӗсен аталану центрӗн генеральнăй директорӗ Эмиль Губайдуллин, СВО ветеранӗ, «Батырлар. Герои Татарстана» программа финалисчӗ, «Абилимпикс» чемпионатăн хутшăнаканӗ Кирилл Дмитриев пулчӗç.

Мероприяти йӗркелӳçисен шутӗнче – РФ Çутӗç министерстви, «Защитники Отечества» патшалăх фончӗ, ТР Правительстви тата республикăн Компетенцисен аталанăвӗн центрӗ. «Кирилл Дмитриева эпир пӗрре мар хамăр ӗçе явăçтаратпăр. Вăл «Батырлар» программа финалисчӗ. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Абилимпикс ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем валли иртет. Çавăнпа ăна мӗнле йӗркелемеллине вăл лайăх ăнланать. Пӗлтӗр те мӗн ăнăçнине, мӗн туса çитерейменнине пире тӳррӗн каларӗ, – терӗ Лейла Фазлеева сăмах илсе. – Аса илтеретӗп, Абилимпикс Раççей Президенчӗн хушăвӗпе иккӗмӗш çул иртет. ТР Раисӗн тӗревӗпе вара Тутарстанра иртекен чемпионата йӗркелесе ирттеретпӗр. Тата çакна та палăртса хăварас килет: Абилимпикс чемпионат юхăмӗ республикăра 2015 çултанпа пурнăçланса пырать. Ун тӗп тӗллевӗ – сывлăх енчен çирӗпех маррисене професси енӗпе ориентирсем парасси, мотивацилесе хавхалантарасси, професси пӗлӗвне илесси, урăх специальноçа вӗренесси, унтан ӗçе вырнаçма, çӗршыври социаллă культура пурнăçне адаптациленме пулăшасси. Çак тӗллевсем улшăнман. Мӗншӗн тесен ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене те социаллă пурнăçа адаптациленесси, реабилитаци иртесси, професси илесси тӗп вырăнта тăраççӗ».

Лейла Фазлеева пӗлтернӗ тăрăх, кăçал регионсем ытларах хутшăнаççӗ. Пӗлтӗрхи чемпионат пирки илтни кăçал ытларах çынна Хусана килме хавхалантарнă.
Кăçалхи чемпионат 21 тӗп компетенципе иртет, тепӗр 7-шӗ – демонстративлисен шутӗнче. Тӗп компетенцисен шутӗнче адаптивлă спорт инструкторӗсем, слесарь-сантехниксем, пӗрремӗш пулăшу парассипе инструкторсем пур, демонстративлисен шутӗнче – промышленноçри робототехника, радиоаппаратура техникӗсем, баристăсем тата ытти те. Тӗпрен илсен, чемпионат компетенцийӗсем республикăн социаллă-культура пурнăçӗн кашни сферине палăртаççӗ.
«Пӗлтӗрхи чемпионат вăл мӗн тери эмоциллӗ мероприяти пулнине кăтартса пачӗ. Унта хутшăнакан та, ун таврашӗнчи çынсем те мӗн тери улшăнаççӗ. Чемпионат юхăмӗ мӗн чухлӗ çынна ӗç тупма пулăшнине те куратпăр», – терӗ ТР Премьер-министр çумӗ.
Ăмăртусемсӗр пуçне ӗç программи те пулать. Унта СВОна хутшăннисен, сывлăх енчен çирӗпех маррисен пурнăçӗпе çыхăннă кăткăс ыйтусене сӳтсе явма палăртнă. «Ӗç программинче çӗклекен ыйтусене тӳрех татса пама çук. Çавăнпа ӗç кайран та малалла тăсăлать. Тата культура программисӗр те май çук. Ытти регионсенчен килекенсем уйрăмах ăна кӗтеççӗ. Пӗлтӗр культура объекчӗсем тăрăх экскурсисем йӗркелени, пулă тытассипе мастер-класс кăтартни питӗ килӗшнӗ хăнасене», – терӗ Лейла Фазлеева. Унсăр пуçне Абилимпикс чемпионатӗнче мотивацилле тӗлпулусем, мастер-классем тата ытти мероприятисем пулаççӗ.
«Защитники Отечества» патшалăх фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Гузель Удачина тӗплӗнрех Тутарстан команди çинчен каласа пачӗ. «Пӗлтӗрхи чемпионата Раççейри регионсенчен 550 яхăн çын хутшăнчӗ. Тутарстан команди шучӗпе чи пысăккиччӗ – 26 çын. Кăçал та сахал пулмӗ. Абилимпикс умӗнхи хатӗрленӳ ӗçӗ çав тери пӗлтерӗшлӗ. 2-3 уйăха тăсăлать вăл. Социаллă кураторсем чемпионата хутшăнма хавхалантараççӗ, компетенци суйлаççӗ, унтан тренировкăсем пуçланаççӗ. Атьсем наставниксемпе ӗçлеççӗ, суйланă компетенципе хатӗрленеççӗ. Пӗлтӗр республикăн 11 районӗнче пулчӗç хутшăнакансем. 16 компетенцирен 13-шне хутшăнчӗç» – пӗлтерчӗ Гузель Удачина.

Сăмах май, пӗлтӗр Абилимпикс икӗ тапхăрпа иртнӗ: малтан регион, унтан Федераци шайӗнче. 26-шӗнчен 16-шӗ финала тухса Раççей шайӗнчи чемпионата хутшăннă. Тутарстан команди çапла 4 ылтăн, 7 кӗмӗл медальпе таврăннă. Пӗлтӗрхи финалистсем кăçал та Абилимпикса хутшăнма кăмăл тунă, ытларахăшӗ пӗлтӗрхи компетенцисемпех. «Пӗлтӗр 1-мӗш вырăна тухайманнисем кăçал çӗнтерме тӗллев лартнă. Хăш-пӗрисем компетенцисене улăштарнă. Кăçал Тутарстан командине 126 ветеран кӗнӗ. Вӗсем палăртнă 21 компетенцирен 20-мӗшне хутшăнаççӗ. Пурне те темелле», – терӗ Гузель Удачина.
«Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçин сăмахӗпе, пӗлтӗрхи финалистсенчен нумайăшӗ чемпионата хутшăннă компетенци енӗпе ӗçе вырнаçнă. Тӗслӗхрен, «Повар ӗçӗ» компетенци çӗнтерӳçи Денис Ишманов Чистай районӗнче кăлпасси производствине хута янă. Руслан Харасов «Сăнӳкерчӗк» номинаципе хутшăннăскер, ӗлӗкрех аллине фотоаппарат тытса курманскер, пысăк ăсталăх кăтартса çӗнтернӗ. Кăçал вăл адаптивлă спорт инструкторӗ енӗпе хăйне тӗрӗслеме хатӗрленнӗ. «Эпир кăçал та хамăр командăна тивӗçлӗ кăтартас тесе нумай хатӗрлентӗмӗр. Фонд ӗçченӗсемпе, социаллă кураторсемпе, муниципалитетсемпе, наставниксемпе пӗрле. Тав пурне те», – терӗ Гузель Любисовна.
Унтан сăмах Эмиль Губайдуллинпа Дмитрий Кириллов илчӗç. СВО ветеранӗ Абилимпикс хăй пек çынсемшӗн питӗ кирлине, вăл пурнăçра харпăр хăйне тупма пулăшнине тата аталанăвӗн çӗнӗ майӗсене уçса панине каларӗ.
Сăнӳкерчӗксем https://proskills.tatar/media сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев