Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Хӳтӗлевçӗсене, çемйисене пурăнмалли çурт-йӗр

Тутарстан Республикинчен контрактпа е тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăннисем валли, çапăçу хирӗнче пуç хунисен çемйисене социаллă ипотека программипе пурăнмалли çурт-йӗрпе тивӗçтересси çинчен республика влаçӗ закон йышăнать. Унăн проектне хатӗрленӗ, халь вăл коррупци паллисене шыракан экспертиза иртет.

ТР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗн проектне ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерстви хатӗрленӗ те ӗнтӗ, халь вăл коррупци паллисене шыракан экспертиза иртет. 

Унпа килӗшӳллӗн заявителе пурăнакан вырăнти хăйтытăмлăх органӗсем социаллă ипотека тытăмне учета тăратаççӗ.

Çав вăхăтрах заявитель пăхăнмалли условисем çинчен те асăннă документра:

– уйăхсерен илекен тупăш çемьери кашни çынна пурăнмалли минимумпа тивӗçтермелӗх çитмелле тата пурăнмалли çурт-йӗре харпăрлăха туянма уйăхсерен тӳлеме çитсе пымалла;

 – пурăнакан вырăнта çемьери кашни çын пуçне пурăнмалли лаптăк 18 тăваткал метртан сахалрах тухсан;

– халиччен федераллă е республика программисемпе туяннă пурăнмалли çурт-йӗршӗн тӳлесе пӗтернӗ пулсан;

– ятарлă çар операцийӗнчен таврăннă пулсан; 

– СВОран таврăннă вăхăтра пурăнма Тутарстанра регистрациленнӗ пулсан.

Учета тăма çак документсем пулмалла: заявлени; паспорт; пайăр шут (финансово-лицевой счет); çемьери çынсен докуменчӗсем; пурăнмалли условисене çирӗплетекен документсем; илекен тупăш (мӗнле, мӗн чухлӗ) çинчен документсем; пурăнакан вырăн çинчен ӗнентерекен сведенисем; налог  тата сборсемпе парăм çуккине çирӗплетекен документсем; харпăр хыпарсене пăхса тухма ирӗк пани; ятарлă çар операцине хутшăннине çирӗплетекен документсем.

Документсене МФЦ урлă та, Тутарстан Республикин Госуслуги порталӗнчен те пама пулать. 30 кун хушшинче заявление вырăнти хăйтытăмлăх органӗсем пăхса тухса хурав параççӗ, учет ӗçне уçаççӗ. 

Социаллă ипотекăна тăратнине пӗлсен 90 кун хушшинче гражданинăн килӗшӳ тумалла, уйăхсерен пурăнмалли пӗтӗмӗшле лаптăкран 1 тăваткал метр хакӗнчен 11 процентне тӳлемелле.

Пӗтӗмӗшле лаптăкăн нормативӗсем:

  • пӗччен пурăнакан гражданина – 33 тăваткал метр;
  • икӗ çынран тăракан çемьене – 42 тăваткал  метр;
  • виçӗ тата ытларах çынран тăракан çемьешӗн – çын пуçне 18-шар тăваткал метр;
  • Хусанта, Çырчаллинче, Элметре, Анат Камăра, Ешӗлварта, Елабугăра, Лайăш тата Çӳлту районӗсенче нормативран иртнӗ лаптăк 30 процентран ытла пулмалла мар; 
  • норматив лаптăкӗнчен 30 процент иртрӗ-тӗк, «ытлашши» тăваткал метршăн ТР Министрсен Кабинечӗ çирӗплетнӗ соципотека коэффициентӗнчен ытларах тӳлеме тивет. 

Учета илнӗ хыççăн ача çуралсан е усрава илсен, çемьене 200 пин тенкӗлӗх патшалăх пулăшăвӗ параççӗ. 

Заявителӗн пурăнмалли çурт-йӗре учета тăнă çӗрте кăна суйлама юрать. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: жилье меры поддержки социальная ипотека СВО