Хусанта Раççейӗн тава тивӗçлӗ тренерне Юрий Красильникова асӑнса çăмăл атлетикăпа ӑмӑртусем иртӗç
Пӗтӗм Раççейри ӑмӑртусем кӑçал нумай çӗнӗлӗхсемпе палăрса тăрӗç. Сăмахран рекордсен шутне ӳстерес тӗллевпе разряд планкине хăпартнă.
Тутарстанӑн тӗп хулинче ноябрӗн 19 – 23-мӗшӗсенче Раççейӗн тава тивӗçлӗ тренерне Юрий Красильникова асӑнса çăмăл атлетикăпа Пӗтӗм Раççейри ӑмӑртусем иртеççӗ. Кӑçал вăл нумай çӗнӗлӗхсемпе палăрса тăрӗ. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ăмăртусен тӗп судйи Галина Файзуллина пӗлтерчӗ. Ăмӑртӑва Раççейӗн 46 регионӗнчен пӗтӗмпе 1025 çын хутшăнать. Тутарстан республикин командине 165 воспитанник кӗрет. Ют çӗршывсенчен те спортсменсем килмелле. Çав шутран Казахстанран, Азербайджанран.
Кӑçал награда Европа стандарчӗпе иртӗ. Кашни дисциплина тӗсӗпе ăмăртусем вӗçленсен спортсменсене медальсем парӗç, чыслав церемонийӗнче вара - асӑнмалӑх парнесем тата дипломсем. Тепӗр çӗнӗлӗх – пӗлтӗр рекорд тунă спортсменсен номерӗсем ылтӑн тӗслӗ, ӑмӑртура çӗнтернисен хӗрлӗ тӗслӗ пулӗ.
Ăмӑртусен шайне тата рекордсен шутне пӗлтӗрхинчен ӳстерес тӗллевпе разряд планкине те ӳстернӗ. Йӗркелӳçӗсен шучӗпе, ку спортсменсене тата та çине тăрса кӗрешме хавхалантарӗ.
«Унччен кӗçӗн çултисен ушкӑнне виççӗмӗш разрядлӑ спортсменсене те илме ирӗк панӑ. Вӑтам ӳсӗмри ушкӑна – иккӗмӗш разрядлисене, аслӑ ӳсӗмри ушкӑна пӗрремӗш разрядлисене кӗртнӗ. Кăçал вара кӗçӗн ушкăна та иккӗмӗш разрядран пуçласа кăна илеççӗ. Мӗн чухлӗ аслăрах çавăн чухлӗ разряд та пысӑкрах, – ӑнлантарчӗ спикер.
Ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗ хыççăн дискотека пулать, ун шайӗнче çӑмӑл атлетикӑн пилӗк тӗсӗпе пӗрремӗш хут фиджитал‑вӑйӑсем иртӗç.
«Эпир çӑмӑл атлетикӑн тӗсӗсенчен пӗрне экран çине кӑларса дискотека килнисене хăйсене чăн ăмăртура та, унтан электронлă форматра та тӗрӗслесе пăхма май парасшăн», – палӑртрӗ Галина Файзуллина.
Сăнӳкерчӗке нейросетьпе усă курса тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев