Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Сентябрӗн 18-мӗшӗнче Меркурипе Сатурн оппозицинче. Çакна пула вӗренӳ йывăрланать, таврари çынсемпе хутшăнасси те кăткăсланать. Çула тухма, çынсемпе паллашма тăхтамалла. Сентябрӗн 19-мӗшӗнчех Хӗвелпе Уран тринӗ (тригонӗ) – планетăсем пӗр-пӗринчен 120 градусра вырнаçни – пурнăçа килӗшӳ кӳрет, эпир хамăра ирӗклӗрех туятпăр, пултарулăха уçма ăнтăлатпăр. Сентябрӗн 21-мӗшӗнче Меркурипе Юпитер квадратурине пула нумайрах калаçма тытăнатпăр. Сентябрӗн 22-мӗшӗнче Хӗвелпе Плутон тринӗ ертӳçӗсен хăватне ӳстерет.

ТАКА 21.III-20.IV 

Çак кунсенче сирӗнте никама парăнманлăх вăй пулӗ. Мăшăрăр вара ытти чухнехинчен ытларах хӗсӗрленӗн туйăнать. Сирӗн халь хуть мӗнле тавлашура та килӗшӳ тупма пӗлмелле. Эрнипех сывлăхăра тимлӗр. 

 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене хăвăрт татса пама тивет ку тапхăрта. Çавăнпа укçа картта çинче çеç мар, енчӗкӗрте те чăштăртаттăр. Юратнă çыннăра шансан хутшăнусем пăсăлмаççӗ. 

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Çак кунсенче питӗ нумай çӗннине пӗлетӗр, анчах вӗсем халиччен никӗсленсе çирӗпленнӗ шухăш –кăмăлăртан пач уйрăлса тăраççӗ. Çавăнпах халь илтекен, вулакан хыпарсене тӗрӗс мар тесе шутлатăр. 

 

РАК 22.VI-22.VII 

Карьера тăвас текенсемшӗн эрне ăнăçлах мар, çавăнпа вӗсен тӗллевсене кăшт улăштармалла. Çак кунсенче илтекен хыпара ӗненме ан васкăр, уйрăмах инçетрен килекеннисене. 

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Çак кунсенче çывăх çыннăрсенчен чи шанчăклисене суйласа илме май пулать, анчах хăшӗсемпе сывпуллашма тивет. Çемйӗрте сирӗнтен мӗн-тӗр пытарнине сисетӗр. Тен, çакна хăвăр шутласа кăларнă? 

 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Шала кайнă чирсем çивӗчленеççӗ, халиччен «пытанса» пурăннисем шала каяççӗ. Кулянмалла мар, мӗншӗн тесен шăпах çак эрнере сипленӳ ăнăçлă иртессине пӗлтереççӗ çăлтăрсем. Çемйӗрпе ытларах пулмалла, канмалла.

 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Эрне тăршшӗпе кăмăлăр самай çирӗпленет. Сирӗнте яваплăх, дисциплинăна пăхăнасси ӳсет. Анчах çывăх çыннăр сирӗнпе пулса иртекен улшăнусене тӳрех йышăнасшăн пулмасть.

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Укçа-тенкӗпе перекетлӗрех пулма хушаççӗ çăлтăрсем. Укçа куçарассипе, инвестицисем хывассипе васкамалла мар. Харкам хутшăнусенче йăлт аван тесе калаймăн. Эсир халь питӗ илӗртӳллӗ, юратнă çыннăр ытларах кӗвӗçме пуçлӗ.  

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Хутшăнусенче йывăрлăхсем пулаççӗ. Çак кунсенче шухăшăрсене сăмахпа калама кăткăс. Ятарласа тенӗ пек, ку эрнере сирӗн ытти чухнехинчен те нумайрах калаçма тивет те. 

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Çемье ыйтăвӗсене татса панă чух пит хӗрӳленмелле мар. Карьера тăвас тесе иккӗленӳллӗ çавра çулсемпе çӳреме те хушмаççӗ çăлтăрсем. Халь пурнăç опычӗ çине таянса, йăласене шута илмелли вăхăт. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Творчество ӗçӗпе çыхăннисене кризис аптратать. Ыттисене харкам хутшăнусем кичем, çавăнпа вӗсем пушă вăхăта ытларах юлташӗсемпе ирттерме тăрăшаççӗ. Ӗçри çӗнӗ плансемпе идейăсене пуçăнса çывăх çыннăрсемпе хутшăнусене сивӗтме пулать. 

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Сывлăхăра ытти чухнехинчен ытларах тимлӗр. Кăшт чирлесен те тӳрех сипленмелле. Харкам хутшăнусем ку эрнере йывăрланаççӗ. Эсир юратнă çыннăра кӗвӗçме тытăнатăр. Те чăннипех айккинелле пăхать, те сăлтавне хăвăр шутласа кăларатăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп