ХУПЛУ ПӖÇЕРМЕЛЛИ РЕЦЕПТ
Чусти çӗпре ярса йӳçӗтни те, тутлăлла çăрни (çӗпресӗрри) те юрать. 1 стакан сӗт, 1 стакан шыв, 0,5 стакан хӗвелçаврăнăш çăвӗ, 1 апат кашăкӗ сахăр песокӗ, 1 чей кашăкӗ тăвар, 10 грамм типӗтнӗ çӗпре, çăнăх ярса çемçе чуста çăрмалла та пӗр сехете ăшă çӗре лартмалла. Чустана икӗ пӗр пек пая пайламалла, пӗрне çатма çине сарса хумалла. Çӗпресӗррине тӳрех йӗтӗрлесен те юрать.