АПЕЛЬСИНЛĂ МАННИК
200 г манна кӗрпи, 200 мл апельсин сокӗ, 200 г çăнăх, 200 г сахăр песокӗ, çур стакан тип çу, 1 чей кашăкӗ теркăпа хырнă апельсин цедри, 1 чей кашăкӗ апат соди, формăна сапма вӗтетнӗ сухари кирлӗ.
Апельсин цедрине теркăпа хырмалла. Чашăка апельсин сокӗ ямалла, манна кӗрпи хушса пăтраштармалла. Унтан сахăр песокӗ, тип çу тата апельсин цедри хушмалла. Çур сехет ăшă çӗрте лартмалла. Палăртнă вăхăт иртсен апат соди, пӗчӗк-пӗчӗк порцисемпе çăнăх хушмалла. Çăра хăйма евӗрлӗ чуста хатӗрлемелле. Кукăль пӗçермелли формăна тип çупа çуламалла, çăнăх е вӗтетнӗ сухари сапмалла. Чустана форма çине ямалла та духовкăна лартмалла. Хатӗр пуличчен (180 – 190 градус) 40 минута яхăн пӗçермелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев