ИКЕРЧӖ – ТИПӖЛЛЕ
500 мл шыв, 250 г çăнăх, 2 кашăк сахăр песокӗ, 2 кашăк тип çу, 2 г апат соди, çур чей кашăкӗ тăвар кирлӗ
Шыва вӗретмелле те ăшă пуличчен сивӗтмелле. Алланă çăнăх, сахăр песокӗ, тăвар тата апат соди хушса лайăх пăтраштармалла. Унтан тип çу хушмалла. Чуста шӗвӗ хăйма евӗрлӗ пулмалла. Çатмана çуламалла та хӗртмелле, икӗ енӗпе те икерчӗ ăшаламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев