ВИТАМИНЛĂ САЛАТ
300 г купăста, 1 кишӗр, 1 панулми, çур пылак пăрăç, 2-3 кашăк лимон сӗткенӗ, 3 кашăк тип çу, 1 чей кашăкӗ сахăр песокӗ, ешӗл укроп, тăвар кирлӗ.
Купăстана çӳхен турамалла та алăпа йăваласа çемçетмелле. Панулмипе кишӗре шуратмалла. Кишӗре вăтам шăтăклă теркăпа, панулмие шултра шăтăклипе хырмалла. Панулмие лимон сӗткенӗпе пӗрӗхмелле. Сухана шуратса çӳхен турамалла. Пылак пăрăçа та май пур таран çӳхен касмалла. Пахча çимӗçсене хутăштармалла, тип çу, лимон сӗткенӗ, тăвар тата сахăр песокӗ, вӗттӗн туранă укроп хушса пăтраштармалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев