Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар хула пухӑвӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсемпе пуянланма пултарать

Вӗсем пӗр парти шутне те кӗмен, суйламалли чи кӑткӑс  ҫула суйласа илнӗ. Ҫакӑ электорат кӑмӑлне каякан япала

Украинӑри паллӑ шоумен Зеленский Президент пулса тӑнипе хавхаланса-ши, чăваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те Шупашкар хула парламентне суйланма хатӗрленеҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра Андрей Кузнецов, Алексей Московский тата Евгений Григорьев муниципаллӑ фильтртан самовыдвиженецсем пек иртес тесе хӑйсен округӗсенче алӑ пуснисене пуҫтараҫҫӗ. Евгений Григорьев Шупашкарти 2-мӗш округра, Алексей Московский 10-мӗшӗнче, Андрей Григорьев 3-мӗш округра.
Депутат опычӗ вӗсенчен Андрей Кузнецовӑн кӑна пур. Вӑл 5 ҫул Сӗнтӗрвӑрри райканашӗн депутачӗ пулса ӗҫленӗ, законсене пӗлет.
Тунтикун эстрадӑри самовыдвиженецсем алӑ пуснисене суйлав участокӗсене тӗрӗслеме кайса параҫҫӗ. Муниципаллӑ фильтртан иртсен, вӗсене кандидат пек регистрацилӗҫ.
Ун хыҫҫӑн артистсем хӑйсен программипе паллаштарма шантараҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, вӗсем пӗр парти шутне те кӗмен, суйламалли чи кӑткӑс  ҫула суйласа илнӗ. Халӑхпа тӗлпулаҫҫӗ, ҫынсем мӗн кпланине итлеҫҫӗ. Эстрадӑри ҫитӗнӳсем те вӗсене пулӑшса пыраҫҫӗ пулмалла – юрӑҫсем – халӑх лайӑх пӗлекен ҫынсем. Вӗсем политикӑна кӗрес тенин сӑлтавӗ – пурнӑҫра мӗн-тӗр лайӑх енне улӑштарас килни тесе шутлас килет.
Мӗнех, ӑнӑҫу сунар вӗсене. Ҫитес ҫул Чӑваш Енре Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ пулать.
Сӑнӳкерчӗксем артистсен Инстаграмри страницисенсен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев