Августăн 25-мӗшӗнче пирӗн анне – Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче пурăнакан Валентина Петровна ЧЕРБУНОВА – 70 çул тултарать. Хăйӗн пурнăçӗнче инкек-синкек çителӗклех астивнӗ анне. Апла пулин те кăмăл-сипетне упранă, çавăнпах ăс-хакăлӗ паян та çирӗп. Анне, аннемӗр! Сăмахпа кăна сан умри парăма татма çук, паллах. Эсӗ пире питӗ кирлӗ. Турă малашне те упратăр сана! Юратнă анне, асанне, кукамай! Сумлă юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр сана. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, вăрăм ӗмӗр, канлӗ ватлăх сунатпăр. Ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр!
Тавах сана, аннемӗр, эс пурришӗн,
Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ывăлӗсемпе хӗрӗсем, кинӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем тата хăтăш-тăхлачăшсем.
Нет комментариев