Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Апачӗ тутлă пултăр! Кăмпапа солянка

Лайăх çунă кăмпана малтан тăвар тата лимон кислоти хушнă шывра пӗçермелле, лайăх сăрăхтарса солянка пӗçермелли савăта ямалла.

 Çурма ункăсем туса каснă сухана уйрăм çатма çинче ăшаламалла, ун çине пысăк шăтăклă теркăпа вӗтетнӗ кишӗр хушса хӗреличчен тытмалла. Купăстана лайăх çуса турамалла та кăмпаллă савăта ямалла, унтах ăшаланă кишӗрпе сухана, томат соусне тата тип çу хушса лайăх пăтратмалла та купăста сокӗ тухма кăшт лартмалла. Унтан пӗчӗк çулăм çинче 1,5 сехет пӗçермелле, тӗпӗ ан çунтăр тесе хушăран пăтратма манмалла мар. Лайăх стерилизациленӗ банкăсене вӗриллех тултармалла та çиеле уксус ярса хупмалла. Пуçхӗрлӗ лартса ăшă япалапа хупламалла, сивӗнсен упрама лартмалла. Аяларах асăннă ингредиентсенчен 7 литр солянка пулать.

4 кг купăста, 2 кг масла кăмпи, 1 кг кишӗр, 1 кг сухан, 500 мл томат соусӗ, 9% уксус – (0,5 литрлă банка çине 1 апат кашăкӗ), 2 стакан тип çу, чей кашăкӗн ¼ пайӗ чухлӗ лимон кислоти, 2 апат кашăкӗ тăвар кирлӗ.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты