Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Чӗкӗнтӗрпе купăста

Пахча çимӗçе лайăх çуса типӗтмелле. Вӗретнӗ сивӗ шывра сахăрпа тăвара ирӗлтермелле. Купăстана малтан – çурмалла, унтан тата темиçе пая касмалла.

Хӗрлӗ чӗкӗнтӗре шуратса çӳхен турамалла. Йӳçӗтмелли савăта купăстапа чӗкӗнтӗре сийӗн-сийӗн тултармалла, пăрçа йышши пăрăç хушмалла та çиелтен рассол ярса пӳлӗмрех хăвармалла. Купăста йӳçнӗ май сӗткенӗ тăкăннăран купăсталлă савăта пысăкрах тирӗк çине лартмалла. Газӗ тухтăр тесе купăстана вăхăтран вăхăта кашăкпа хускатсан та аван. 4 – 7 кунран купăстана хӗлле валли упранма сивӗ вырăна лартмалла.

2,5 кг купăста, 400 г хӗрлӗ чӗкӗнтӗр. Рассол валли: 1 л шыв, 30-шар гр сахăрпа тăвар, тутă кӗртмелӗх пăрçа йышши пăрăç кирлӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты