Кекс – кавăнпа
Тӗпелте

Кекс – кавăнпа

Çăмартапа сахăр песокне кăпăкланиччен лăкамалла. Тип çу, кефир, çăнăх, разрыхлитель хушса пăтраштармалла.

Кавăна хуппинчен тата вăррисенчен тасатса теркăпа хырмалла та чуста çине хушмалла. Çавăн пекех ла­йăх çуса типӗтнӗ иçӗм çырли ямалла. Чустана формăсем çине ярса тухмалла. Духовкăра (180 градус) 40 – 50 минут пӗçермелле. 

200 г çăнăх, 200 г кавăн, 150 мл кефир, 50 г иçӗм çырли, 3 çăмарта, 60 мл тип çу, 80 г сахăр песокӗ, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель кирлӗ. 


Рецепты

Нет комментариев