Мăнкун апачӗ
Мăнкун Тăпăрча блендерпа ирмелле е, блендер çук пулсан, икӗ хутчен ала витӗр пусса кăлармалла. Сгущенка, рикотта, сахăр пудри, вӗтетнӗ мăйăр, ванилин хушса пăтраштармалла.
Хутăша ятарлă форма çине пусса тултармалла. Çиелтен те йывăр япалапа пусарса хумалла. Сивӗ çӗрте 10-12 сехет лартмалла. Унтан хатӗр Мăнкуна форма ăшӗнчен кăларса турилкке çине хумалла, çырлапа илемлетмелле.
400 г тăпăрч, 300 мл рикотта, 100 г сгущенка, 2 кашăк сахăр пудри, 100 г услам çу, 2-3 аçтăрхан мăйăрӗ, 1 пӗчӗк пакет ванилин, çырла кирлӗ.
Кулич
Тăпăрча ала витӗр пусса кăлармалла. Услам çупа сахăр песокне лайăх пăтраштармалла, тăпăрч, çăмартапа ванилин, тăварпа апат соди, çăнăх хушса чуста хатӗрлемелле. Хатӗр чустана формăсем çине хурса тухмалла, духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле. Глазуре çапла хатӗрлемелле: холодильнике хурса сивӗтнӗ çăмарта шурри çине сахăр пудрипе лимон сӗткенӗ хушса лăкамалла. Хатӗр глазуре пиçнӗ кулич çине сӗрмелле. Çиелтен мăйăр, типӗтнӗ улма-çырла е посыпка сапса илемлетмелле.
300 г çăнăх, 250 г тăпăрч, 3 çăмарта, 200 г сахăр песокӗ, 180 г услам çу, 1 пӗчӗк пакет ванилин, иçӗм çырли, 1 чей кашăкӗ апат соди, кăшт тăвар; глазурь валли 3 çăмарта шурри, 200 г сахăр пудри, 1 чей кашăкӗ лимон сӗткенӗ, мăйăр, типӗтнӗ улма-çырла, посыпка кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев