Чăх ашне, сыра пӗчӗк тăваткалсем çине, çуса типӗтнӗ хура сливăна, ананаса тăрăххăн турамалла.
Мăйăра вӗтетмелле. Ингредиентсене пӗрлештермелле, майонез, кăшт тăвар хушса пăтраштармалла. Пӗрер сехете холодильнике лартса илсен аван.
600 г пиçнӗ чăх ашӗ (шурри), 200 г хура слива (чернослив), 300 г консервăланă ананас, 100 г аçтăрхан мăйăрӗ, 150 г сыр, 100 г майонез, кăшт тăвар кирлӗ.
Нет комментариев