Пиçнӗ, сивӗннӗ ӗне ашне тăрăхăн, пиçнӗ çăмартана шуратса тăваткалсем çине турамалла. Сухана шуратса çурма ункăн турамалла та уксуспа ăшă шыв хутăшӗ (çурмалла) çинче маринадламалла.
Симӗс пăрçан шывне тăкмалла. Ингредиентсене сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла: аш, сухан, симӗс пăрçа, майонез, çăмарта, корейла кишӗр. Сийсене икӗ хут та хума юрать, çиелте корейла кишӗр пулмалла.
300 г пӗçернӗ ӗне ашӗ, 4 çăмарта, 1 пуç сухан, 1 банка консервăланă симӗс пăрçа, 2 кашăк панулми уксусӗ, 150 г корейла кишӗр кирлӗ.
Нет комментариев