Хăяр салачӗ – кишӗрпе тата суханпа
Хăярăн пуçӗсене касмалла та 3 сехетлӗхе сивӗ шыва ярса лартмалла. Унтан хăяра типӗтмелле, çаврашкан турамалла. Кишӗрпе сухана, укроппа петрушкăна турамалла. Пӗрлештерсе тип çу, тăвар тата сахăр песокӗ хушса пăтраштармалла, 2 сехет çаплах лартмалла.
Палăртнă вăхăт иртсен кастрюле плита çине лартмалла, пăтраштаркаласах тăрса вӗреме кӗнӗ хыççăн 5 минут пӗçермелле. Унтан уксус хушса тата 1 минут пӗçермелле. Банкăсене тултарса хупкăçпа витмелле (пăрсах хумалла мар-ха). Сарлака кастрюль тӗпне кивӗ алшăлли (е урăх пусма) татăкӗ сармалла, ун çине салат тултарнă банкăсене лартмалла. Кастрюле шыв ямалла (банкăсем ан путчăр). Вăтам çулăм çинче 0,5 литрлă банкăсене 20 минут, 1 литрлисене – 30 минут стерилизацилемелле. Унтан банкăсене асăрхануллăн кăларса пăрсах хупламалла. Пуçхӗрлӗ çавăрса лартса хулăн япалапа витмелле те сивӗниччен тытмалла. Кайран сулхăн çӗрте упрамалла.
Кирлӗ: 7 кг хăяр, 1 кг кишӗр, 2 кг пуçлă сухан, ешӗл укроп тата петрушка, 3 кашăк сахăр песокӗ, 3 кашăк тăвар, 100 мл 9% уксус, 300 мл тип çу.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев