Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Запеканка — макаронпа тата чăх ашĕпе

Макарона тăвар хушнă вӗрекен шыва ярса 3 минут пӗçермелле, унтан шывне тăкмалла. Макарона çупа пăтраштармалла.

Сухана, кишӗре тата пылак пăрăçа турамалла та тип çу çинче çемçеличчен ăшаламалла, вӗтетнӗ ыхра хушмалла. Чăх ашне турамалла. Сӗт çине çăмарта хушса лăкамалла, теркăпа хырнă сыр, вӗттӗн туранă укроп, тăвар тата пăрăç хушмалла. Духовкăна лартма юрăхлă савăт çине ингредиентсене сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла: макарон, пахча çимӗç, чăх ашӗ. Çиелтен сӗтпе çăмарта хутăшне ямалла. Духовкăра 30–40 минут пӗçермелле. 

200 г макарон, 2 пуç сухан, 1 кишӗр, 150 г пылак пăрăç, 200–250 г чăх ашӗ, 2-3 çăмарта, 300 мл сӗт, 100 г сыр, тăвар, хура пăрăç, укроп, 3 шăл ыхра кирлӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты