Хулаçырминче ача сачӗ çӗнелчӗ
Ял çыннишӗн ку чăннипех те пысăк уяв. Хулаçырмисем ача сачӗ çӗнелессе тахçантанпах кӗтетчӗç.
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи ача сачӗ августăн 31-мӗшӗнче тӗпрен юсав хыççăн чаплă лару-тăрура уçăлчӗ. Ял çыннишӗн ку чăннипех те пысăк уяв. Хулаçырмисем ача сачӗ çӗнелессе тахçантанпах кӗтетчӗç. Шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗн заведующийӗ Елена Мутина та кун пирки пӗрре мар каланă.
Кӗтнӗ кун çитрӗ. Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа Хулаçырмин ачи-пăчи хăтлă та ăшă ача садне çӳреме пуçларӗ. Кунта чи пӗрремӗш кансӗрлӗх ăшă туалет çуккипе çыхăннăччӗ, канализаци туни тинех горшоксенчен хăтăлма пулăшать. Нянечкăсен ӗçӗ те çăмăлланать. Çапла сантехникăна, урайпа (ăшă урай тунă) маччана, алăксене улăштарнă, пищеблока çӗнетсе буфет зонине йӗркеленӗ, пӳлӗмсемпе çывăрмалли пӳлӗмсем те анлăрах курăнаççӗ, картише тротуар плитки сарнă. Çак улшăнусем республикăри тӗпрен юсав программине кӗнипе пулса иртнӗ.
Уяв мероприятине ял çыннисемпе пӗрле Çӗпрел район Ӗçтăвком пуçлăхӗ Марат Гафаров, «Созидание» тулли мар яваплăхлă строительство компанийӗн директор çумӗ Марат Низамов хутшăнчӗç. «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорне Николай Угаслова та кӗтрӗç хулаçырмисем. Тӗпрен юсава активлă хутшăнсан та ытти ӗçӗсене пула килеймерӗ пулмалла ентешӗсем патне.
Ача сачӗ уçăлнă ятпа ял-йыша район пуçлăхӗ Марат Гафаров, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов, ача сачӗн ертӳçи Елена Мутина саламларӗç, ӗçре палăрнисене Хисеп хучӗсем парса чысларӗç. Ачасем вара концерт лартса савăнтарчӗç.
Елена Мутина пӗлтернӗ тăрăх, юсав ӗçне спонсорсем те хутшăннă. Çавсем хушшинче Валерий Салифанов предприниматель, Хулаçырминчи СДК газ котельнăйӗн операторӗ Рамис Арифуллов, Николай Портнов.
– Шкулчченхи учреждение хальхи нормăсемпе тата правилăсемпе килӗшӳллӗн юсарӗç. Ача садӗнче икӗ ӳсӗмри ушкăн ӗçлеме тытăнать, пӗтӗмпе 25 ача пирӗн. Кăçалхи çулла воспитательсем отпуска каймасăр ӗçлерӗç темелле, ача сачӗн картишне чечексем лартса илемлетрӗç, уяв кунне концерт хатӗрлерӗç, ытти ӗçсем те нумайччӗ. Ял шкулӗн директорне Надежда Мокшинăна та йӗркелӳ ӗçӗсене хутшăннăшăн тав тăватăп. Туссем пирӗн нумай, пурне те пысăк тав сăмахӗсем калатăп, - терӗ Елена Мутина.
Каласа хăвармалла, тӗпрен юсав шăпах ача сачӗ 30 çулхи юбилейне палăртнипе пӗрле тӗл килчӗ. Юбилее вара парнесӗр çӳремеççӗ, ăна Хулаçырмин чи пӗчӗк çыннисем район пуçлăхӗнчен тата паллă ентешӗнчен Николай Угасловран тата ытти çынсенчен илме тивӗç пулчӗç.
Вӗрентӳ пирки. Ача сачӗн заведующийӗн сăмахӗсемпе, вăл виçӗ чӗлхепе йӗркеленнӗ: вырăсла, чăвашла, тутарла. Ачасем хăйсем хушшинче мӗнле чӗлхепе калаçаççӗ тесе ыйтсан чăвашла тесе шантарчӗ. ( Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев