Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăçта çухалнă Раççей ылтăнӗ?

Октябрӗн 11-мӗшӗнче «Ногай» хăна çуртӗнче вырнаçнă «Китап clab» ресторанта Равиль Ибрагимовăн «Тайна золотого запаса России» е «Хусанăн», «Колчак ылтăнӗ» кӗнекен хăтлавӗ иртет. Автор кӗнекере Хусанта упраннă Раççейӗн ылтăн запасӗ Граждан вăрçи вăхăтӗнче ăçта çухалма пултарнине тӗпчет.

Октябрӗн 11-мӗшӗнче «Ногай» хăна çуртӗнче вырнаçнă «Китап clab» ресторанта Равиль Ибрагимовăн «Тайна золотого запаса России» е «Хусанăн», «Колчак ылтăнӗ» кӗнекен хăтлавӗ иртет. Хальхи публицистикăра Граждан вăрçи çинчен сăмах хускатсан пуринчен ытларах Хусантан Раççейӗн ылтăн запасне илсе тухнине сӳтсе яваççӗ. Ылтăнăн самай пайӗ çухалнă. Ку 1918 çулта хулана шуррисемпе белочехсем, Комучăн çарӗ илнӗ чухне пулса иртнӗ. Равиль Ибрагимов ылтăн ăçта çухалма пултарнине темиçе çулсем хушши тӗпченӗ. Автор ылтăна вăрласа тухнин схемине, тата вăл халь ăçта упранма пултарнин версине тума хăтланнă. Хăй ӗçне вăл документсем çине таянса çырнă.

Автора курас тесен, ун патне ыйтусем пулсан кӗнеке хăтлавне кайма пултаратăр. Пурне те кӗтеççӗ.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Краеведение