Аксу Уяв хăнисене кӗтет
Республикăри районсенчи чăваш фольклор ансамблӗсене Уява илсе килмешкӗн автобуссем парăнаççӗ
Июлӗн 6-мӗшӗнче ирхине 9:30-та Аксури тӗп лапамра Чăваш халăх культурине кăтартакан «Уяв-2019» пулать. Унта икӗ республикăн пуçлăхӗ хутшăннипе праçнике питӗ вăйлă хатӗрленеççӗ. Иртнӗ шăматкун Уяв лапамне ЧР тата ТР культура министрӗсем килсе канашлу ирттернӗ. Вӗсемсӗр пуçне унта Аксу район администрацийӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов, районти культура управленийӗн начальникӗ Алексей Тимирясев, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗ Дмитрий Самаренкин, Аксу районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Роза Чентаева хутшăннă.
Енсем йӗркелӳ ыйтăвӗсене сӳтсе явнисӗр пуçне Аксу районӗнчи культура çурчӗсенче ӗçлекен чăвашсемпе те тӗлпулнă.
Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, республикăри районсенчи чăваш фольклор ансамблӗсене Уява илсе килмешкӗн автобуссем парăнаççӗ. Вӗсене йышăнса хурас тесен чăваш центрӗсен председателӗсен Хусанти Туслăх Çуртне 89179071472 номерпе шăнкăравласа калаçса татăлмалла.
Сăнӳкерчӗксем Вконтактери «Аксубаевский РДК» страницăран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев